«Преми» бюджета пуянлатать
Министрсен Кабинечĕн тунтикунхи ларăвĕн кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту пулчĕ: республикăн 2018 çулхи бюджетне тÿрлетÿсем кĕртессине татса пачĕç. Бюджетăн тупăш пайĕ 193 миллиона яхăн тенкĕлĕх пысăкланать.
Шучĕпе ку бюджетăн кăçалхи тăваттăмĕш тÿрлетĕвĕ пулать. Асăннă укçа — Мускав регион влаçĕсен налук пухмалли майсене анлăлатас, экономикăна аталантарас тĕллевлĕ ĕçне хакланин кăтартăвĕ. «Премие» çĕршывăн хĕрĕх регионĕ илет. Чăваш Ен те çак ретре.
Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина «çÿлтен» «йăтăнса аннă» çак укçана мĕнле тĕллевсем валли ярасси пирки пĕлтерчĕ. 22 миллион тенке яхăн — çемьесенчи виççĕмĕш ачасемшĕн пособи тÿлеме, 125 миллион — вĕренÿ организацийĕсен пурлăх базине пуянлатма, 26 миллион — муниципалитетсене пулăшма, 20 миллион — влаç органĕсен ĕçне тивĕçтерме.
Çапла вара федераци центрĕ Чăваш Ене кăçал паракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 19,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку пĕлтĕрхи виçерен 25% пысăкрах. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 49,6 миллиард тенке çитĕ — иртнĕ çулхинчен чылай пысăкрах. Бюджет саккунне кĕртмелли тÿрлетÿсене Патшалăх Канашĕн çитес эрнери сессийĕнче тишкерĕç – ăна раштавăн 18-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Çулталăк вĕçленсе пырать те — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăрнă укçапа тухăçлă усă курмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Ĕç-пуçа хăшĕсем тĕлĕшпе политика шайĕнчи йышăнусем тăвасси патне илсе ан çитерĕр».
Çапла калани ăнсăртран мар. Укçана туллин ĕçе ярайманшăн вĕрентÿ министрĕн пит хĕретме тиврĕ. Транспорт министрне те асăнчĕç те, анчах вăл хăрушлăхсăр тата паха çулсем тумалли программăри кăçалхи ĕçсене вĕçленине çирĕплетрĕ, подрядчиксемпе çывăх вăхăтрах туллин татăлассине палăртрĕ те — ÿпкев пулмарĕ. Культура министрне вара черетлĕ хут сăмах тиврĕ. Каллех — Шупашкарти «Амазония» паркпа çыхăннă ĕçсемшĕн.
Садиксем тума уйăрнă укçан пĕр пайне федераци бюджетне каялла тавăрса пама тивес хăрушлăх пур. Чăн та, çак укçа çитес çул пурпĕр республикăна таврăнĕ, апла пулин те унпа кăçалах усă курни вырăнлă. Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков çавнашкал «ытлашши» укçа виçине те асăнчĕ: садиксем, шкулсем тĕлĕшпе — 600 миллион, çулсем тĕлĕшпе — 300 миллион тенкĕ. Шупашкарти пĕр микрорайонти садиксен строительствине пуçарасси суд приставĕсем палăртнă чарусене пула чăхăмланă, çул тăвассипе çыхăннă пĕр обьектра ĕçсем малтан проектпа пăхнинчен чылай кăтăкăсрах пулса тухнă — халь юсама тивет, Атăл леш енчи обьект тĕлĕшпе вара темле «ăнланмалла мар подрядчик, мариец, лекни» такăнтарнă…
Михаил Игнатьев кунашкал сăлтавсем влаçсене тÿрре кăларманнине палăртрĕ: тивĕçлĕ документсене хатĕрлессине çак кунсенчех вĕçлесе çулталăк вĕçлениччен юлнă вăхăтра укçа-тенкĕпе май пур таран туллин усă курассине тивĕçтермелле.