Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ Конституцине 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в торжественном приёме в Кремле в честь празднования 25-летия принятия Конституции РФРаштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йыхравланипе, Мускавра Кремльте РФ Конституцине 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă.

Мероприятине РФ Правительство членĕсем, РФ Федераци Канашĕн представителĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, федераци тата регионсенчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисенче тимлекенсем, наукăпа вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракансем чылайăн пухăннă.  

Савăнăҫлă пулăма пухăннисене чи малтан Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Конституцине 25 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă.

«Раҫҫей Конституцийӗ ҫӗршыв гражданӗсен ирӗкӗсемпе ирӗк­лӗхӗсене гарантилекен шанчӑклӑ тӗрев, унӑн нумай нациллӗ халӑ­х пӗрлӗхӗн ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑрать. Конституци палӑртса хӑварнӑ хаклӑхсене типтерлӗн упраса, право тытӑмне малалла аталантарса тата обществӑна пӗр чӑмӑра пӗр­лештерсен эпир ҫӗршывӑмӑра тата та вӑйлӑрах тӑваятпӑр», ҫапларах каланă вăл.   

Хальхи пурнăҫпа тӳр килсе пыма, наци интересĕсене хӳтĕлеме пирĕн Раҫҫей  конституцийĕн пысăк витĕм кӳрет.  Эпир никама пăхăнман шалти политикăна йĕркелесе тытса пыратпăр. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫине те тивĕҫлĕ хуравсем тупассишĕн тăрăшатпăр тесе сăмаха малалла тăснă ҫĕршыв Президенчĕ.     РФ граждансен Тĕп саккуна ҫирĕп пĕлмеллине тата ăна пăхăнса пурăнмаллине каланă.

Палăртатпăр, Чӑваш Республикин территорийӗнче Конституци нормисене чыслӑн пӑхӑнаҫҫӗ, ҫынсен ирӗкӗсемпе саккунлӑ интересӗсене шан­чӑклӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Тӗп саккун йӗркисем ҫине тайӑнса пурсăмăр та малашлӑха йӗркелетпӗр, экономикӑпа культурӑна тата социаллӑ сферӑна аталантаратпӑр. Ҫакна пула регионта обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайра сыхланса юлать, ҫынсем влаҫ органӗ­сене шанасси ӳсет тесе ҫирĕплетсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Паллă кун Мускавра савăнăҫлă мероприятинче   регион Ертӳҫипе пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов тата Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина хутшăннă.

 Фоторепортаж



13 декабря 2018
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter