Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Иннокентий Алафинов Шупашкарти аэропорта реконструкцилемелли планпа паллашнă

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Иннокентий Алафинов тата  Федерацин ҫул-йĕр агенствин  ертӳҫи Андрей Костюк, Тутарстан Республикин транспорт министрĕ Ленар Сафин килсе ҫитнĕ.  Сумлă хăнасем Шупашкарти аэропорта реконструкцилемелли планпа паллашнă. Палăртнă объект халăхсем хушшинчи статуса йышăнать. Уйрăмах юлашки ҫулсенче асăннă транспортпа ҫула тухас текенсен йышĕ кулленех ӳссе пырать. Тĕслĕхрен 2017 ҫулта пурĕ 250 пин ҫын аэропорт пулăшăвĕпе усă курнă.  

«6 ҫул каялла пассажирсен шучĕ 30 пин кăна пулнă.  Кăҫалхи кăтартăва илес пулсан 275 пине хăпарнă, ҫитес ҫул тата пысăк пуласси куҫкĕретех», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Авиатытăм Чăваш Республикипе ĕҫлеме хатĕррине, кулленех кăсăкланнине пĕлтернĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳҫи. «Аэропорт ĕҫлени питĕ регионшăн лайăх. Инвесторсене явăҫтарма меллĕ. Условисем хăтлă. Шăпах та, сирĕн республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ», – тесе каланă Иннокентий Алафинов.   

Аса илтеретпĕр, 2016 ҫулта аэропорта аталантармалли проекта пурнăҫа кĕртме килĕшӳ ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Вăтамран проект хакĕ 550 млн танлашать. Объекта 2020-мĕш ҫулсем тĕлне юсаса хута ярасшăн.

«Международный Аэропорт Чебоксары» ТМЯО (ООО «МАЧ») генеральнăй директорĕ Руслан Минаев хальхи вăхăтра проект ĕҫ хучĕсене хатĕрлессипе специалистсем тăрăшнине пĕлтернĕ. Пулăшупа пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланасси паллă тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Фоторепортаж



14 декабря 2018
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter