Чăваш Енĕн тĕп хулинче Мускав кĕперне реконструкцилес ĕҫе вĕҫленĕ

В столице Чувашии завершили реконструкцию Московского моста

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав кĕперне тĕпрен реконструкциленĕ хыҫҫăн савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă.

Объекта юсаса ҫӗнетес ӗҫе 2015-мĕш ҫулта тытăннă.  Пĕтĕмпе проекта икĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕртнĕ.  Чи малтан тĕп объектпа ҫумлӑ ҫĕнĕ кĕпер хывнă.  Каярах вара киввине ҫĕнетсе реконструкциленĕ. Пысăк ĕҫĕн строительство пайне Мускав хулинчи «Пелискер» ТМЯО туллин пурнăҫланă.

Паян савăнăҫлă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Иннокентий Алафинов,  Федерацин ҫул-йĕр агентствин ертӳҫи Андрей Костюк тата ытти официаллă хăнасем хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев объекта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланине, ҫак ӗҫ "Шупашкар хулине никĕсле­нӗренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленӗренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указпа та тӳр килнине палӑртнӑ.  

Кĕпер Шупашкар хулинчи тĕрлĕ районсене кăна пĕрлештерменнине, Атăлҫи тăрăхне кĕрекен мĕнпур субъектсене пĕр чăмăра пухма витĕм кӳнине асăннă.  Атăл шывĕ «куҫ» пек курăнса тăрать ҫак кĕпертен тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха тăсса.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина, Правительство ертӳлĕхне, Раҫҫей Транспорт министерствине ҫак ĕҫе пурнăҫлама пысăк пулӑшу панăшăн тав тунă.  Виҫĕ ҫул хушши тăсăлнă строительство ĕҫӗ валли пурĕ 1,5 млрд ытла укҫа-тенкӗ тăкакланă. Вĕсенчен 1,2 млрд тенкине федераци бюджечĕ уйăрнă. «Кам кĕпер хывать, вăл Раҫҫей пуласлăхне те курса тăрать.  Раҫҫей, Чăваш Ен, хула пуласлăхĕ пысăк», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Иннокентий Алафинов хăйĕн сăмахĕнче кирек-мӗнле кĕпер тӑвас ĕҫ те ҫав тери кăткăс пулнине асăннă.  Унăн проектне те хатĕрлеме ҫăмăлах мар тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Пахалăх тени малти вырăна тухать.   «Хитре, чаплă кĕпер яланах вăраха тăсăлса ӗҫе кӗрет. РФ Транспорт министерстви ячĕпе мӗнпур строителе тав тăватăп. Чăваш Енĕн тĕп хулинчи объект ҫав тери илемлĕ», – тесе каланă сумлă хăна.

Сăмах май, Иннокентий Алафинов Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕҫне пысăка хурса хакланă, Правительство хăй ҫине илнĕ ĕҫсене пĕтĕмпех яваплăха туйса пурнăҫланине асăннă.

«Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» федераци программине пурнӑҫласа регионта сахал мар ҫул сарнă. Вӗсен пахалăхне тӗплӗн тишкернине те пĕлтернĕ Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Иннокентий Алафинов. Пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланнине, объектсем пахалăх енчен пысăк шайра пулнине палӑртнӑ. Кăтарту лайăххипе Шупашкар хули Атăлҫи федераци тăрăхĕнче кăна мар, Раҫҫейĕпе те тĕслĕх вырăнĕнче тесе ҫирĕплетнĕ сăмаха малалла тӑсса Министр ҫумĕ.  Хисепе тивĕҫнисене РФ Транспорт министерствин тав ҫырăвĕсене парса чысланă. 

Уява пухăннă ентешсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов саламланă.

Шупашкар хула ертӳҫи Евгений Кадышев хăйĕн сăмахĕнче  кĕпер хулашăн чăн-чăн парне пулса тăнине асăннă.  Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен калакан указ туллин пурнăҫа кĕрсе пынине куратпăр тенĕ.

«Хитре хулара чаплă кĕпер пулнишĕн эпир те мăнаҫланатпăр», – палӑртнӑ «Пелискер» ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей Истратов. Ҫӗнӗ кĕпер паян пурин кăмăлне те ҫав тери хӑпартлантарнă.

 Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2



14 декабря 2018
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter