Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Иннокентий Алафиновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева и первого заместителя Министра транспорта РФ Иннокентия АлафиноваПаян Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Иннокентий Алафиновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Михаил Игнатьев уҫă калаҫу вăхăтĕнче РФ Транспорт министерствине пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн тав сăмахĕсем каланă.

Чăнласах та, юлашки ҫулсенче регионти автомашина ҫулĕсене сарса тирпейлеме сахал мар федераци центрĕнчен укҫа куҫнине ҫирĕплетсе каланă Пуҫлăх, кăтарту кăҫалхи ҫул 5 млрд 30 млн иртсе кайнă тенĕ вăл. Республикăра «Хăрушлăсăр паха ҫулсем» федераци программи тухăҫлă пурнăҫа кĕрсе пырать тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха тăсса.  Кăҫал сезон вăхăтĕнче пурĕ 45 ҫухрăм ҫул сарнă.  289 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене тĕпрен реконструкцилесе ҫĕнетнĕ. Икĕ ҫул хушшинче федерацин программипе килĕшӳллĕн 245 ҫухрăм выртакан объектсене тĕпрен юсанă, вĕсене валли 2732 млн тăкакланă. Мĕнпур тăкакланнă укҫа-тенкĕрен 1355 млн федераци хыснинчен куҫнă.   

«Регион ĕҫлеме пĕлни паха. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, вырăнти муниципалитет пĕрлешĕвĕсем яваплăха туйни куҫкĕретех.  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программине пурнăҫлассипе, объектсен пахалăх шайĕпе Чăваш Ен юлашки икĕ ҫул хушшинче ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ, сирĕн кăтартусем питĕ лайăх.  Яланах малта пыракансене, ĕҫлеме пĕлекенсене пулăшас тетпĕр», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче  Иннокентий Алафинов.

Сумлă хăна шалти туризма аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене те тапратнă, авиатытăм пирки те сăмахланă. «Аэропорт паян ĕҫлет. Эсир ăна пĕтме памарăр. Ҫийĕнчех тĕрĕс йышăнусем туса, ĕҫе малалла йĕркелеме тĕллев лартрăр.  Чаплă регион, аэропортсăр пулма пултараймасть.  Сахал мар ĕҫ пурнăҫланă эсир республикăра», –  тесе  сăмаха пĕтĕмлетнĕ Иннокентий Алафинов.     

 Фоторепортаж



14 декабря 2018
14:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter