Чăваш Енре Театр ҫулталăкне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă

В Чувашии состоялась церемония открытия Года театра в РоссииРаштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пĕтĕм Раҫҫейĕпе Театр ҫулталăкне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă. Чăваш Енре ҫак паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2019 ҫула Театр ҫулталăкĕ тесе йышăнасси пирки Указ алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Кун пек ҫулталăка ят пани театр тытăмĕнчи чи ăнăҫлă йăла-йĕркесене тытса пырса пурнăҫа кĕртме, авалхи театра каялла тавăрса халăх патне илсе ҫитерме май парать. Пĕр сăмахпа каласан, чи паха ĕҫсене ҫĕршыв тăрăх сарма витĕм кӳрет. 2019 ҫул валли анлă план пăхса хăварнă, ăна  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ҫирĕплетнĕ.

Театр ăстисене паллă уявра чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Ҫĕршыв ертӳлĕхĕпе Чăваш Ен Правительстви асăннă ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине, обществăшăн стратегиллĕ потенциал тесе йышăннине хыпарланă.  Раҫҫей Президенчĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ указ театра ҫĕнетме, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе пыма хистет. Кирек-епле ҫулти ҫынсем те театр патнелле туртăнччĕр тесен, вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелемелле, манмалла мар, сцена ăстисен те хăйсен пултарулăх шайне ҫӳллĕ шайра кăтартса пама пĕлмелле.  Палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртес тесен, мĕнпур рессурсемпе пĕлсе усă курмалла.  Финанс тĕлĕшĕнчен кăна ыйтусене тапратмалла мар, ҫынлăх тенине, ырă кăмăллăхпа вĕрентӳ, «чун апачĕ» ăнлавсем те малти вырăна тухмалла. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тĕплĕн палăртса хăварнă.

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Енре театра ҫӳрекенсен йышĕ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Халăх сцена ăстисене мухтать, вĕсен пултарулăхĕпе паллашма кулленех Культура ҫурчĕсене утать.  Хуласенче пысăк театрсем аталанаҫҫĕ пулсан, ялсенче те культура «вучахĕ» сӳнмест,  кунран-кун хăватланать ҫеҫ. Ватти-вĕтти пĕтĕм чун-чĕререн хăйсен кăмăлне кăштах та пулин ҫемҫетес тесе, чун ыйтнипе театра ҫӳреме тăрăшать.  

2016 ҫулта пурĕ вăтамран патшалăх театрĕсене 370 пин ҫын ҫӳресе хăйсен кăмăлне тултарнă. 2017 ҫулта кăтарту хăпарнă, 390 пин ҫынна ҫитнĕ. Профессионалсене халăх ырлать, вĕсен ĕҫне пысăка хурса хаклать тесе ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Театр ăстисен репертуарĕ пуян, ҫитменнине тата ҫав тери кăсăклă. Кашни ҫул ҫĕнĕ спектакльсем тухса пыраҫҫĕ, вĕсене граждансем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Кăтарту пысăк, ҫулталăкри премьерăсен шучĕ 20-рен те иртсе пырать.

Хальхи вăхăтра регионта патшалăхăн 6 театрĕ шутланса тăрать. Вĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетсех тăраҫҫĕ. Хăй тĕллĕн ĕҫлекенсем те сахал мар, вĕсем те ҫынсене «чун апачĕпе» савăнтараҫҫĕ. 20162018-мĕш ҫулсенче театр ҫурчĕсене ҫĕнетсе юсама республика хыснинчен 233,5 млн тăкакланă. 2018-2020-мĕш ҫулсенче пулăшу виҫи 107,8 млн танлашать. Асăнса хăвармалла, ялсенче капмар пысăк Культура керменĕсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, вĕсене халăх йышлăн кулленех ҫӳрет.

20162018-мĕш ҫулсенче пурĕ ҫĕнĕ 11 клуб хута янă, бюджетран 144,9 млн тăкакланă. Пурĕ регионта 564 театр ăстисен ушкăнĕсене шута илнĕ, вĕсенче 6,6 пин ҫын пултарулăха туптать.

Михаил Игнатьев сцена ăстисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Кăмăл-туйăм, чун хавалне ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳрекенсене ӳлĕмрен те халăхшăн таса чунпа професси шайĕнче тăрăшса ĕҫлеме чĕнсе каланă, тăван халăх юратăвне ҫĕнсе илме сĕннĕ.

«Пурнăҫăн тĕрлĕ саманисем хушшинче театр пĕлтерĕшĕ хăйне евĕр пулчĕ. Интернет, телевидени малти вырăна тухас хăрушлăх та пурччĕ. Пур-пĕрех театр хăй витĕмлĕхне тӳрремĕнех кăтартса пама пултарчĕ, ыттисене кая хăварса мала тухрĕ. Театр пур, пулать те.  Вăл ҫынсене савăнăҫ кăна кӳрет. Ҫын пурăннă чухне театр ниҫта та ҫухалмĕ», уҫăмлă палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Уява пухăннисем РФ культура Министрĕн Владимир Мединский видео мелĕпе янă саламне итленĕ.

«Театр яланах чĕрĕ. Унта ҫынсем чăн-чăн выляҫҫĕ.  Актер куракансемпе куҫа-куҫăн калаҫать. Театра курма пыракан тӳрех урăхла, ырă туйăма шухăшлама пуҫлать. Ыррине усаллинчен уйăрма вĕренет. Театр ҫулталăкĕ пурне те савăнăҫ кăна кӳтĕр. Чи пĕчĕк ачасем те сцена ăстисен илемне туйччĕр, пурнăҫра ырă тума вĕренсе пыччĕр, чухлаччĕр. Театр яланах асра пултăр», тенĕ саламра Министр.

Мероприяти программăри чаплă номерсемпе тулнă, курма пыракансем пĕрне-пĕри савăнăҫ парнеленĕ.       

Фоторепортаж



14 декабря 2018
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter