Чăваш Енри ҫул-йĕр отрасльĕн аталанăвĕн пуласлăхĕ пирки сӳтсе явнă

Обсуждены перспективы развития дорожной отрасли ЧувашииПаян Правительство ҫуртĕнче  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ  Иннокентий Алафинов  тата Федерацин ҫул-йĕр агенствин ертӳҫи Андрей Костюк  транспорт, ҫул-йĕр хуҫалăхĕпе ҫыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн канашланă. 

Уҫă калаҫăва  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин,  «Волго-Вятскуправтодор» ФКУ пуҫлăхĕ Ильдар Мингазов,  Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Иванов, Тутарстан Республикин транспорт министрĕ Ленар Сафин, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.

РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указĕнче автомашина ҫулĕсене сарасси пирки тарăн тĕллев лартнă. 2024-мĕш ҫул тĕлне мĕнпур ҫулсене нормăна кĕртсе ҫитермеллине, стандарт тени мала тухмаллине палăртнă.  Ҫулсем ҫинче инкексем пачах пулмалла мар.

Михаил Игнатьев ҫитес ҫул та «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программипе активлă ĕҫлеме шантарнă, проектсем кулленех хатĕрленсе пынине хыпарланă.   «Программăна тĕпрен пурнăҫа кĕртме 24 млрд  яхăн тăкакланать. Строительство ĕҫĕсене вăраха тăсмăпăр», –  тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Канашлура ертӳҫĕсем «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа ҫӳретмелли магистраль пирки те сăмах пуҫарнă, объектсене пурнăҫа кĕртме чылай тăрăшмаллине асăннă.  

Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕн пĕрремĕш ҫумă  Иннокентий Алафинов хăйĕн сăмахĕнче пысăк объекта Правительство плана кĕртсе хăварнине, ăна 2024-мĕш ҫулччен хута яма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Магистраль хушма хăват кӳрĕ Чăваш Республикине, инвестици, туризма аталантарма ун чухне меллĕ пуласси те куҫкĕретех тенĕ сумлă хăна.  Сăмах май, ерӳҫĕсем транспорт реформи пирки те калаҫнă, пĕр-пĕриншĕн ҫав тери усăллă калаҫусем пулнă.  

Фоторепортаж



14 декабря 2018
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter