ОРВИпе грипп чирĕсем пирки ыйтăва паянхи планеркăра тарăн пăхса тухнă

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Федераци службисен регионти уйрăмĕсемпе тата Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе пулакан ĕҫлĕ канашлура гриппа ОРВИ пирки ыйтусене те хускатнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов регионта лару-тăру йĕркеллĕ пулнине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикинче раштав уйăхĕн 7-13-мĕш кунĕсенче пурĕ 4,3 пин  ҫын ОРВИ чирĕпе аптранине шута илнĕ, вĕсенчен 110-шне больницăра сипленĕ. Гриппа чирлекенсем республикăра хальлĕхе пулман. Апла пулсан, профилактика ĕҫне сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакансем вăхăтра  йĕркелесе ирттерни куҫкĕретех.  Ыйтăва специалистсем ҫивĕч тĕрĕслевре тытаҫҫĕ. Енчен те ăнсăртран чир-чĕр сиксе тухсан, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче кирлĕ пек медицина хатĕрĕсем ҫителĕклĕ тесе хыпарланă министр паянхи канашлура.  

Хальхи вăхăтра грипа хирĕҫ кĕрешессипе профилактика ĕҫне мероприятисен планĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыраҫҫĕ, 540 пин ҫынна прививка тунă.  ОРВИ, гриппа танлаштарсан, майĕпен аталанать. Грипп вирусĕ 5 çул тултарман ачашăн, пепке кĕтекен хĕрарăмшăн, чĕре, пĕвер чирĕсемпе нушаланаканшăн, ватă çынсемшĕн уйрăмах хăрушă. Вĕсен чире парăнтарма йывăртарах. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пулăшнипе эпидеми сезонĕ пуçланиччен грипа хирĕç вакцина хатĕрлеççĕ. Çавăнпах вĕсене вакцинăпа усă курма ыйтаççĕ. Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче республикăра вăраха кайса чирлекенсен шучĕ пĕчĕк пулнине ҫирĕплетсе каланă, прививка туни аван пулăшать тенĕ.

Владимир Викторов хуравпа килĕшнĕ, унăн сăмахĕсем ҫумне хушса ҫапларах каланă: 2017 тата 2018-мĕш ҫулсенче ОРВИ тата гриппа чирлекенсене пуш уйăхĕпе ака уйăхĕнче ҫеҫ тупса палăртнă, кăҫал та лару-тăру ҫапларах пулма пултарасса, пуш уйăхĕнчен кăтартусем кăштах улшăнасса асăннă.  

Паян канашлура ҫул-йĕр ыйтăвĕсем пирки те пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. Пысăк проектсене пурнăҫа кĕртессипе активлăрах ĕҫлемеллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.



17 декабря 2018
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter