Элĕк районĕнче культурăн ҫĕнĕ объекчĕсем хута кайнă

В Аликовском районе состоялось открытие новых объектов культурыРаштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Элĕк районĕнче пулнă.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче регион Ертӳҫи районти Культура ҫуртĕнче савăнăҫлă лару-тăрура кинозал  уҫнă ҫĕре хутшăннă. Сăмах май, Мăн Шĕвĕш ялĕнче те пысăк пулăм пулнă - ҫĕнĕ клуб асăннă  кун хута кайнă.  

Торжествăлла мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Елена Чернова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Александр Федотов, Валерий Павлов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Элĕк районĕн пуҫлăхĕ Владислав Волков, Элĕк районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Куликов хутшăннă.  

Элĕк салинчи Культура ҫуртне конкурс ҫĕнтерӳҫи пулнă май модернизацилеме шутланă. Пĕтĕмлетӳсем тунă тăрăх, объекта тĕпрен ҫĕнетме федераци хыснинчен 5 млн куҫарса панă. Пулăшупа учрежденийĕн пурлăхпа техника базине пĕтĕмпех ылмаштарнă.

Элĕк районĕнче пурăнакансене паллă пулăм ячĕпе чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Кинозал республикăра 14-мĕш уҫăлнине, ҫитес кунсенче Йĕпреҫ тăрăхĕнче те ҫакăн йышши тепĕр пысăк объект хута каяссине хыпарланă. Ырă пулăм халăха раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче кĕтнине асăннă.

«Ҫулталăка япăх мар вĕҫлетпĕр. Кăтартусем пысăк. Республика бюджечĕн тăкак пайĕ кăҫал 59 млрд танлашнă.  Кун пек пысăк ӳсĕм пулнине пачах та астумастпăр. Бюджетпа пĕлсе тухăҫлă ĕҫлени куҫкĕретех. Сахал мар укҫа сывлăх сыхлавне, культура пайне, спортпа вĕрентӳ тытăмне тăкакланă. Пĕр сăмахпа каласан, социаллă сфера вăй илни куҫкĕретех.  Пĕтĕмпех уҫăмлă, халăх пирĕн ĕҫсене курать», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Ертӳҫи.

Сăмах май, республика Правительстви ял территорийĕсене аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене кулленех хăпартса пыратпăр. Ҫĕнĕ производствăсем уҫăлаҫҫĕ, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ. Чăваш Ен кулленех ҫĕкленет, ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ хăпарса пырать, пултаруллă яш-кĕрĕм хăйсен ҫитĕнĕвĕсемпе пире савăнтарать», тенĕ вăл.  

Савăнăҫлă лару-тăрура пухăннисене ытти официаллă ҫынсем те саламланă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объект халăхшăн чи юратнă учреждени пуласса ĕненсе каланă ертӳҫĕсем. Кунта ватти-вĕтти пĕр чăмăра пухăнса хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерессине шанаҫҫĕ.

Кино фончĕ йĕркеленĕ программăсене Чăваш Ен хастар хутшăнать.  Паха кинозалсем уҫăлнă тĕслĕхсен шучĕпе Раҫҫейре пирĕн регион 11-мĕш вырăнта тăрать.  Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсем хушшинче вара хисеплĕ 2-мĕш шутланать. Пĕтĕмпе республикăна кинозалсем уҫма федераци енчен 75 млн куҫарнă.

Ялта пурăнакан ҫынсене Михаил Игнатьев ҫĕнĕ клуб уҫăлнă ятпа саламланă.  Юлашки 3 ҫул хушшинче пирĕн республикăра ҫĕнĕ 9 клуб уҫăлнă, ҫитес ҫул та клубсем уҫас ĕҫ малалла пырĕ тенĕ вăл.

«Яла ҫамрăксем пурăнма юлни пĕлтерĕшлĕ. Ҫирĕп хуҫалăхсем вăй илĕҫ.  Эпир хамăр енчен ҫамрăксене валли пурăнма хăтлă условисем йĕркелĕпĕр», – тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Демографи ыйтăвĕ пирки сăмах пуҫарнă май, регион ырă енпе палăрнине асăннă Пуҫлăх.  «Эпир нумай ҫул пурăнакансемпе мăнаҫланатпăр.  Паянхи куна 100 ҫул пурăнакансен шучĕ 100-ре ҫитнĕ», палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Ҫĕнĕ клуб туса панăшăн ялта пурăнакансен ячĕпе Татьяна Тихонова - вырăнти депутат республика Правительствине, район администрацине тав тунă, халăх кăмăллă тесе каланă. Михаил Игнатьев ҫамрăк чухнехи самантсене аса илнĕ, каччă чухне вăл клуба ҫӳренине асăннă.

Палăртса хăвармалла, Мăн Шĕвĕшри кивĕ культура ҫуртне 8 ҫул каялла хупнă, условисем япăх тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.  Вырăнти халăх клуб ҫуккишĕн пăшăрханса ларман, вĕсем пĕрле пухăнса яланах тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма кăсăклă программăсем йĕркеленĕ. Час-часах ытти районсене тухса ҫӳренĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартса панă. Ҫĕнĕ ҫурта хăпартса лартма 14 млн уйăрнă, вĕсенчен республика хыснинчен 13,3 млн, ыттине вара вырăнти бюджетран – 700 пин тенкĕ. Тин ҫеҫ хута кайнă культура керменне кӳршĕллĕ ялсенчен те халăх пĕтĕм кăмăлтан ҫӳрет, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать.  

Фоторепортаж



17 декабря 2018
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter