Кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăри тĕп ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, ҫĕнĕлĕхсем

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси,  ҫĕнĕлĕхсем.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăҫал юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ТКО тытăмĕнче ҫĕнĕ йĕрке вăй илнине асăннă.  Ҫĕршывра пирĕн регион ҫĕнĕ стандарта пурнăҫа кĕртессипе чи ăнăҫлă ĕҫлекен вунă субъект шутне кĕнĕ. Ҫĕнĕлĕх ялсенче пурăнакансемшĕн усăллă. Маларахри ҫулсенче нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем кăна йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеме пултарнă пулсан, халĕ вара ялсенче пурăнакансен те кун пек ырлăх пур. Вĕсем ҫӳп-ҫапа пĕр ҫĕре пухса тирпейлесе тăма пултараҫҫĕ, ятарлă организацисем вара ăна кирлĕ пек объектсене илсе ҫитереҫҫĕ. Палăртса хăвармалла, уйăхсерен пĕр ҫыннăн вăл пулăшушăн 74 тенкĕ те 44 пус тӳлемелле. Регион Пуҫлăхĕ ҫак кăтартăва кăштах чакарасси пирки ыйтăва хускатнă паянхи канашлура. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  ҫĕнĕрен ыйтăва пăхса тухма чĕнсе каланă. Ҫĕнĕ йĕрке паллах, ялта пурăнакансене валли пуласси паллă. Канашлура ҫĕнĕлĕхпе ҫыхăннă мĕнпур ыйтусене тарăн пăхса тухнă, йывăрлăх кăларса тăратаканнисене тĕрĕслеве илмеллине каланă.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Максимов докладра «Экоцентр» МВК ТМЯО ялсенчен ҫӳп-ҫапа 48 процента ҫити илсе тухнине, кăтарту чӳк уйăхĕнче тата та ылмашăннине, вăл 62 процента ҫитнине хыпарланă. Ҫитменлĕхсем пирки те каланă вăл, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче график пулманни, йăлари хытă каяшсене пĕр ҫĕре пухса тирпейлесе хуманни тенĕ Владимир Максимов.  

Паянхи кун тĕлне пурĕ регионти ялсенче 17 пин ытла контейнер вырнаҫтарнă. Ыйтăва туллин тивĕҫтерменни сисĕнет тата 2,5 пин единица ҫителĕксĕр пулни курăнать.  Халăх укҫана ҫӳп-ҫапшăн  вăхăтра саплаштарса пырать. Пĕр сăмахпа каласан, ҫынсем кун пек ҫирĕп йĕркепе кăмăллă. Асар-писер кирлĕ-кирлĕ мар ҫĕрте усал ҫӳп таврашĕ саланса выртманни ҫав тери паха тесе ăнлантараҫҫĕ ялти ҫынсем.

Владимир Максимов хăш-пĕр ҫитменлăхсем пирки чарăнса тăнă. Кăлтăксем пирки ăнлантарса панă.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Строительство министерствипе «Экоцентр» МВК ТМЯО пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма каланă, пăтăрмахсене сирсе ямалла тенĕ. Чăваш Республикин патшалăх ҫурт-йĕр инспекцине те ыйтупа тарăнрах ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Раҫҫей Перекет банкĕн регионти уйрăмĕпе Раҫҫей Почти халăха пулăшупа титвĕҫтерет, анчах та тӳлевшĕн Перекет банкĕ 20 тенĕ, Раҫҫей Почти 10 тенкĕ тытса юлать. Ку аванах мар, ҫапла тунипе халăх кăмăлсăрланни куҫкĕретех. Ыйтăва уҫăмлатма каланă регион Пуҫлăхĕ. Пур ҫĕрте те йĕрке тени хуҫаланмалла. Ытти ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Сахал тупăшлă ҫемьесене патшалăх енчен субсиди парса пулăшма 2019-мĕш ҫулта республика хыснинче 300 млн пăхса хăварнă, вĕсемпе ҫынсем пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕн пулăшăвĕсемшĕн тӳлеме пултараҫҫĕ. Кăтартăва 2018-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, 27,9 процент пысăк пулни курăнать. (Танлаштарма пĕлтĕр бюджетра 234,8 млн пăхса хăварнă).  



17 декабря 2018
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter