Ĕҫ укҫипе тивĕҫтерес ыйтăва пăхса тăракан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание Межведомственной комиссии по вопросам своевременности и полноты выплаты заработной платы, снижения неформальной занятости при Главе Чувашской РеспубликиРаштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче халăха вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтерес ыйтăва пăхса тăракан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи  ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Раҫҫей статистика кăтартăвĕсем тăрăх, кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа ҫĕршывра шалу укҫипе парăм пухăнса пынине асăнса хăварнă Михаил Игнатьев лару ĕҫĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тапратиччен. Кун пек лару-тăру пирĕн регионта та пулни сисĕнкелет тенĕ Пуҫлăх сăмаха тăсса. Кăҫалхи ҫул раштав уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне республикăра ĕҫ укҫин парăм виҫи 99,3 млн ҫитнĕ. Çак шутран 13 предприяти тĕлĕшпе панкрутлăх ĕçне пуçарнă. Вĕсен парăмĕ  82 миллион ытла тенкĕлĕх. Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕн ертӳçи  тĕп патшалăх ĕç инспекторĕ пĕлтернĕ тăрăх  «Чăвашавтотрансăн», Шупашкарти 1-мĕш типографин, Улатăрти «АЗНХ» пĕрлĕхĕн парăмĕсем уйрăмах пысăк, 10 миллион тенкĕрен те иртнĕ. Панкрута тухма хатĕрленекен предприятисенче, конкурс управляющийĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, парăмçăн пурлăхне сутнă хыççăн шалăва тӳлесе татма май килессе шанаççĕ. Алексей Метелкин докладĕнче палăртнă тăрăх шалу парăмне чакарас тĕлĕшпе тĕрлĕ ведомство тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрлехи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕ те çук мар. Предприятисенче, организацире тĕрĕслевсем йĕркеленĕ хыççăн кăçалхи 100 миллиона яхăн тенкĕлĕх парăма чакарма май килнĕ. Граждансене шалу парассине саккунпа килĕшӳллĕн туса пыманнисене явап тыттарнă.

Канашлăва пухăннисем Чăвашавтотранс ыйтăвĕсене уйрăммăн тишкернĕ. Предприятинче пурĕ 720 ҫын шутланса тăрать, анчах та 85 ҫеҫ ĕҫлеҫҫĕ-ха.  Чăвашавтотранс ГУПăн конкурс управляющийĕ Юрий Парамонов хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн пурлăхне инвентаризациленине пĕлтернĕ. Хаклав паллă, раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче пурлăха конкурс урлă сутма пуҫлассине палăртнă. Предприятинче ĕҫлекенсем тухса каясшăн марришĕн хирĕҫ тăраҫҫĕ. Вăл вăхăтрах, хулара халăха илсе ҫӳретекен транспортсем валли водительсем ҫителĕксĕр пулни куҫкĕретех. Пурĕ 150 ҫын ҫитмест теҫҫĕ ертӳҫĕсем. Водительсене унта вăтамран 25-30 пин шантараҫҫĕ, анчах та ĕҫе тухасшăн мар, сăлтавĕ мĕнре-ши? Пĕрремĕш уйăхсенче вĕсене укҫана ытларах тӳлеме, кăтартăва 50 пине ҫитерме шантараҫҫĕ, пур-пĕрех усси ҫук.

Нумаях пулмасть РФ Конституцийĕ 25 ҫул тултарнине паллă турăмăр. Унта мĕн тесе ҫырнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Граждансен саккунлă прависене тата интересĕсене хӳтĕлесси – тĕп ыйту. Вĕсене хӳтĕлессипе пирĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ларăва пухăннисем тепĕр икĕ предприятийĕн шăпине те пăхса тухнă. Вĕсен те шалу укҫипе парăм чылай пухăнни куҫкĕретех.

«Чувашский бройлер» АУО конкурс управляющийĕ Игорь Алимов чăнласах та ĕҫ укҫин парăмĕ пуррине ҫирĕплетсе каланă. Пĕтĕмпе организацире ĕҫлекен 16 ҫын шутланса тăрать тесе хыпарланă.   Кăҫал авăн уйăхĕнчен пуҫласа предприятийĕн пурлăхне инвентаризацилеме пуҫланине пĕлтернĕ вăл сăмаха тăсса.  2019-мĕш ҫул пуҫламăшĕнче пурлăха сутма плана кĕртсе хăварнине те каласа хăварнă ертӳҫĕ.    

Хальхи вăхăтра инвесторсемпе уҫă калаҫусем йĕркеленине, парăма халăха татасси пирки кулленех сăмах хускатнине асăннă ертӳҫĕ.   

«Воддорстрой» ТМЯО директорĕ тата учредителĕ Федотов Анатолий Николаевич инвестор 10 млн шалу укҫине саплаштарнине, «Чувашский бройлер»  АУОра тăрăшнă 300 ҫыннăн парăмне тивĕҫтернĕ тесе каланă вăл.  «ДСК» ТМЯО парăм укҫи сахал мар. Компанийĕн шаннă ҫынни Борис Воронков хăйĕн сăмахĕнче халăх умĕнчи парăм паянхи куна 6,3 млн пухăнса кайнине хыпарланă. «Штатра пурĕ 238 ҫын пулнă. Халĕ 5 ҫын ҫеҫ тăрса юлнă.  Ыттисене «ВК Недвижимость» компанине вырнаҫтарнă», тенĕ вăл.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов ĕҫсĕрлĕхе пăрахăҫлассипе ҫыхăннă ыйтупа тарăн доклад туса панă. Кăҫал 9 уйăх хушшинче пурĕ административлă майпа  60 ĕҫ пуҫарнă тесе хыпарланă. Водительсем йĕрке пăсни сисĕнкелет тенĕ министр. Кăçал, сăмахран, 20 водителе явап тыттарнă. Саккуна пăхăнмасăр ĕçлекенсен кăмăл-туйăмне пусарма пулăшакан мерăсен шутĕнче вăл транспорт хатĕрне туртса илесси те тĕпре пулнине асăннă. 

Налук тӳлессинчен пăрăнни курăнать. Кăҫал 9 уйăх хушшинче предпринимательсем пурĕ 13 млн 648 пин тенкĕ куҫарнă.  Халăх предприятисенче чи пĕчĕк укҫа виҫи илет тесе ҫирĕплетеҫҫĕ организаци ертӳҫисем. Кун пек чухне вĕсен налук сахал тӳлемелле ҫке-ха. Ыттине вара «сăрă» схемăсемпе шалу укҫине ҫынсене тивĕҫтереҫҫĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кун пек киревсăр ĕҫсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме, пурне те саккуна пăхăнса ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.

«Сăрă схемăпа» ĕçлекенсене тупса палăртасси те  патшалăх влаç органĕсен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри. Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Марина Петрова налук, ытти тӳлеве бюджета хывассинчен пăрăнакансене юлашки вăхăтра сахал мар тупса палăртнине пĕлтернĕ. Çакна НДФЛ 9,1 процент е 11 миллиона яхăн тенкĕ ӳсни те çирĕплетет. Ĕçленĕ вăхăта пĕчĕклетсе кăтартакансем, конвертра шалу паракансем, ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен те сахалрах тӳлекенсем, ĕç килĕшĕвĕсене çирĕплетмен тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. «Хальхи вăхăтра 11,5 пин тенкĕпе ĕçлеме килĕшекен пуррине ĕненме питĕ йывăр. Çакнашкал самантсем уйрăмах сисчĕвлентерме тивĕç»,  тенĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемеллине палăртса.

Пенси умĕнхи ӳсĕмри граждансен ĕç прависемпе ирĕкĕсене хĕсĕрлеме юраманни çинчен час-часах асăрхаттарсан та саккуна пăснă тĕслĕхсем çук мар. Чăваш Республикин Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертӳçи  тĕп патшалăх ĕç инспекторĕ Алексей Метёлкин кăçалхи 11 уйăхра предприяти-организацире 27 тĕрĕслев ирттерни, йĕркене пăснине çирĕплетекен 49 тĕслĕх асăрханине, çавна май должноçри 18 çынна административлă майпа явап тыттарни çинчен пĕлтернĕ. Пенси умĕнхи ӳсĕмри граждансен ыйтăвĕсене татса парассине çавăн пекех Чăваш Республикин Ĕçлев министерствинче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сергей Димитриев министр каланă тăрăх  кăçал ведомство 4 пин ытла çынна тĕрлĕ пулăшу панă. Çавăн пекех республикăра граждансен çак ушкăнĕн ыйтăвĕсене йышăнакан «хĕрӳ лини»  62-90-61 тата 62-01-79  ĕçлет.

Канашлура ҫӳлерех асăннă ыйтусемпе Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Башкиров, Ҫĕмĕрле районĕн администрацийĕн ертӳҫи  Лев Рафинов, Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова, Ҫĕмĕрле хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Григорьев калаҫнă, хăйсен территорийĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Фоторепортаж



18 декабря 2018
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter