Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел заседание антитеррористической комиссии в Чувашской РеспубликеРаштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

«Тĕнчере терроризма хирĕҫ кĕрешесси – патшалăх тĕллевĕ», тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, Комиссийĕн председателĕ.  

Михаил Игнатьев республикăра терроризма хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ профилактика тивĕҫлĕ шайра пулса пынине каланă. 20132018-мĕш ҫулсем валли йышăннă Раҫҫей Федерацийĕнче терроризма хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă Комплекслă план пурнăҫа туллин кĕрсе пырать.

Регионта терроризм енĕпе хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан мĕнпур тытăма ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине, кулленех мониторинг туса пынине палăртнă ертӳҫĕсем. Интернет ҫыхăнăвĕ уйрăмах асăрхавра пулнине палăртнă комисси членĕсем.  Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче терроризма хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫ ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче те асăннă комиссисем курăмлă ĕҫлеҫҫĕ. Транспорт инфратытăмне, промышленноҫ объекчĕсене кулленех асăрхаҫҫĕ. Мĕнпур ĕҫсене пурнăҫа кĕртме, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме 2018 ҫулта бюджетран 211 млн ытла тăкакланă.    Маларахри ҫулсенчен кăтарту ӳснĕ, 13 хут та пысăкрах пулни куҫкĕретех.   Вĕрентӳ тытăмĕнче, ҫамрăксем хушшинче, ют ҫĕршывсенчен килнĕ граждансемпе тĕллевлĕн профилактика ĕҫне йĕркелесе пынине палăртнă пуҫлăхсем. Специалистсен пĕлӳ шайĕ ӳссе пыни те сисĕнет, пĕр сăмахпа каласан профессионалсем ҫителĕклĕ.  Нацин террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен аппарачĕ Чăваш Республикинчи комиссийĕ, профилактика мероприятийĕсене пысăк шайра ирттерет.   Михаил Игнатьев пурне те комплекслă ĕҫлесе пыма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă.   

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫӳлерех асăннă ыйтăва кулленех тĕрĕслевре тытма хушать, кăлтăксем кăларса тăратма никамăн та ирĕк ҫук тесе чĕнсе калать. Апла пулсан, пирĕн тĕллевсене пурнăҫлассишĕн ырми-канми тăрăшмалла тесе тепĕр хут асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Мĕнпур тытăмра ĕҫлекенсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă мероприятисене пурнăҫласа пымалла.  Кĕҫех Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав уявĕсем ҫывхарса килеҫҫĕ, уйрăмах ун чухне халăхăн тимлĕхе ҫухатма юрамасть, асăрхануллă пулмалла.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче пуҫлăхăн ҫумĕ пулса вăй хуракан Александр Макаров обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересипе йышăннă планпа паллаштарнă.   

Регион Пуҫлăхĕ муниципалитетсенче ытларах видеосăнавсем вырнаҫтармаллине асăннă. Уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене «куҫран вĕҫертме» юрамасть тенĕ вăл.  Регионти хуласемпе районсенче специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пымаллине те уйрăммăн каласа хăварнă. Ларăва пухăннисем 20132018-мĕш ҫулсем валли йышăннă Комплекслă план пирки тарăн сӳтсе явнă, ҫитес тапхăра тĕллевсене палăртнă. Чăваш Енри терроризма хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен аппарат ертӳҫи Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче пай пуҫлăхĕ пулса тăрăшакан Евгений Терёшин регионта Комплекслă плана пурнăҫа кĕртсе пырассипе мĕнпур шайра ĕҫлекен влаҫри ҫынсем туллин ыйтусене татса панине, мероприятисене  ҫӳллĕ шайра йĕркеленине каланă. Асăннă ĕҫе республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те йĕркеллĕ пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ. Пăтăрмахсем пулманнине, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать тесе хыпарланă ертӳҫĕ. Профилактика ĕҫĕсем тĕрлĕ халăх ҫыннисене пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнма, обществăра тăнăҫлăха тытса пыма витĕм кӳнине те асăннă вăл сăмаха тăсса.  Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫине Михаил Игнатьева хăрушсăрлăх теми ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Регион Пуҫлăхĕ палăртнă кун ларура, хисепе тивĕҫнисене, хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн  мухтанă. Ларура ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Фоторепортаж



18 декабря 2018
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter