Михаил Игнатьев Валентина Алексеевӑна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин ҫумӗ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пресс-секретарĕ пулма ҫирĕплетни ҫинчен калакан хушăва алă пуснă

Михаил Игнатьев назначил заместителем Руководителя Администрации Главы Чувашской Республики – пресс-секретарем Главы Чувашской Республики Валентину АлексеевуРаштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Валентина Алексеевӑна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин ҫумӗ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пресс-секретарĕ пулма ҫирĕплетни ҫинчен калакан хушăва алă пуснă.

Паян ҫĕнĕ должноҫри ҫынпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Валентина Алексеева журналист пулса сахал мар ĕҫленĕ, унăн паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. Чăваш Ен Ертӳҫи ӑна малашнехи ĕҫре яваплăха туйса тӑма, тăван республика, регион Пуҫлăхĕн ĕҫĕ-хĕлĕсем пирки хыпарсене халăх патне тĕрĕс те вăхăтра илсе ҫитерме витĕм кӳме чĕнсе каланă. Професси пĕлĕвĕн шайне те кулленех пуянлатса пыма, шăпах та ҫак ĕҫре унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палӑртса сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.

Сăмах май, тĕл пулу вӑхӑтӗнче тимлĕх ытларах уйăрмалли хӑш-пӗр тĕп ыйтусем ҫинче те чарăнса тăнă.

Палăртса хăвармалла, Валентина Алексеева аслă пĕлӳ илнĕ профессионал, хăйĕн пултарулăхне куҫаруҫă ĕҫĕнче туптанă, каярах телевидени тытăмĕнче нумай ҫул хушши тăрăшнă.

Фоторепортаж



18 декабря 2018
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter