Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раҫҫей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов парнисене ҫĕнсе илессишĕн Раҫҫей шайĕнчи уҫă ăмăртусем иртеҫҫĕ

В Чувашии проходит Всероссийский турнир по вольной борьбе на призы Героя России Н.Ф. ГавриловаПаян Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раҫҫей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов парнисене ҫĕнсе илессишĕн Раҫҫей шайĕнчи уҫă ăмăртусем иртеҫҫĕ. Мероприятине савăнăҫлă лару-тăрура уҫма халăх чылай пухăннă.

В.Н. Кочков ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕсене хатĕрлекен спорт шкулĕнче пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  

«Герой ятне ахаль кăна тивĕҫмеҫҫĕ. Тăван ҫĕршывшăн паттăрла ĕҫсем тумалла. Хисеплĕ ята хăюллă, чыслăха ҫухатманнисем кăна тивĕҫ», тесе каланă саламра  регион Ертӳҫи. Пирĕн ентешĕн паттăрла ĕҫне ҫĕршывĕпех пĕлнине асăннă вăл сăмаха тăсса.  Ҫулсерен ҫакăн пек пысăк мероприятине йĕркелесе ирттерме пысăк витĕм кӳнĕшĕн Николай Гаврилова мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Раҫҫей Спорт министерстви кашни ҫул палăртакан анлă плана турнира кулленех кĕртсе пынине те асăнса хăварнă ертӳҫĕсем.

Республика спортпа туслă регион шутланать. Чăваш Енре спорт инфратытăмĕ ҫĕнелсех пырать. Массăллă спорт вăй илет. Спорт мастерĕ ята илнисен шучĕ ӳсет тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ спорт ушкăнĕнче Чăваш Республикинчен 174 спортсмен шутланать, вĕсенчен 22-шĕ ирĕклĕ мелпе кĕрешекеннисем.

Раҫҫей Геройĕ Шупашкар хулин, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов кăҫалхипе турнир 14-мĕш хут иртнине асăннă. РФ 16 субъектĕнчен паллă спортсменсем пухăннă паянхи мероприятине.

«Ҫулсерен чи вăйлă та ăста спортсменсем ăмăртусенче тупăшаҫҫĕ. Маттуррисем паллă, мала тухаҫҫĕ.  Туслăх спортра ҫуралать. Раҫҫей пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакансем пулĕҫ, ăнăҫусем сире», тесе чĕнсе каланă Николай Гаврилов.

Раҫҫей Геройĕ, РФ Обществăлла палатăн секретарьĕн пĕрремĕш ҫумĕ Вячеслав Бочаров хăйĕн сăмахĕнче пухăннă хăнасемпе спортсменсене саламланă май, ăмăртусене ирттерме регион ертӳлĕхĕ самаях тĕрев панине асăннă.

Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев турнир чăнласах та кашни ҫул питĕ ҫӳллĕ шайра иртнине ҫирĕплетсе каланă, пур ҫĕрте те яланах йĕрке хуҫаланать тенĕ, спортсменсене саламланă май ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  

Мероприятине паллă хăнасем килсе ҫитнĕ. Вĕсем: олимп чемпионĕсем Давид Мусульбес,  Хаджимурад Магомедов,  Европа чемпионĕ, Олимп вăййисен призерĕ, тĕнчере тăватă хутчен чемпион ята тивĕҫнĕ Сергей Корнилаев пулнă. Пурте спортсменсене мала тухма вăй-хал суннă. Ăмăртусене пурĕ 120 спортсмен хутшăннă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине 40 ытла спортсмен хӳтĕлет. Мала тухнисене парнесемпе хисеп паллисем кĕтеҫҫĕ.  

Фоторепортаж



18 декабря 2018
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter