Чăваш Енре иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ

 Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Унăн тĕп темисем: ялта пурăнакансен 2019-мĕш ҫултан пуҫласа пенси укҫин виҫи хăпарни,  «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика парти ХVIII-мĕш Съездра пăхса тухнă актуаллă ыйтусем, Раҫҫей Правительстви субъектсенче экономика тытăмĕ хăватлă аталаннăшăн, кăтартусем пысăк пулнăшăн вӗсене укҫан пулӑшу парасси ҫинчен калакан ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетни пирки тата ыттисем те.

Банксен карттисенчен вăрă-хурахсем нумай чухне укҫа-тенкĕ шăйăрни сисĕнет, ыйту питĕ ҫивĕчленнĕ тесе пĕлтереҫҫĕ специалистсем. Кун пирки анлăн тишкерме тĕллев лартнă тĕлпулусенче. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйту кун йĕркинчех. Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав уявĕсем ҫывхарса килеҫҫĕ, ун чухне граждансен тимлĕхе ҫухатма юрамасть, пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла. Тепĕр актуаллă ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, ҫĕнĕлĕхсем чылай ун пирки те ҫынсене тĕплĕн ăнлантарса парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.  

Информаци ушкăнĕсен членĕсем республикăри районсемпе хуласене ҫитсе килнĕ, предприятисемпе организацисенче, аякра вырнаҫнă ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулса канашланă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хуравсем пама тăрăшнă

Пĕрлехи информаци кунĕнче пĕтĕмпе 274 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 7 пин те 500 ҫын хутшăннă.

Палăртса хăваратпăр, информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, 139 граждан хăйсен ыйтăвĕсем ҫине хурав тупнă.



19 декабря 2018
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter