Раҫҫей Геройĕсем Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче вĕренекенсемпе уҫă урок ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче вĕренекенсемпе уҫă урок ирттернĕ.  Паллă пулăмра унпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов РФ Геройĕ, полковник Вячеслав Бочаров пулнă.  

Кадетсемпе ирттернĕ уҫă калаҫăва Раҫҫей Геройĕ Евгений Борисов, Олимп чемпионĕ, тĕнчере икĕ хут чемпион ята тивĕҫлĕ пулнă Давид Мусульбес, олимп чемпионĕ, тĕнче чемпионĕ Хаджимурат Магомедов, Олимп вăййисен призерĕ, тĕнчере тăватă хутчен чемпион ята ҫĕнсе илнĕ спортсмен, Европа чемпионĕ Сергей Корнилаев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов тата ытти официаллă ҫынсем те пулнă.

Аса илтеретпĕр, раштав уйăхĕн 17-18-мĕш кунĕсенче Шупашкарта Николай Федорович Гаврилов, Раҫҫей Геройĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Пĕтĕм Раҫҫейри уҫă турнир иртнĕ. Ҫĕршыври тĕрлĕ регионсенчен 120 чи вăйлă спортсменсем пухăннă Шупашкара.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтнипе хăнасем Чăваш кадет корпусĕнче ăсталăха туптакан ҫамрăк яш-кĕрĕмпе уҫă урок ирттернĕ, патриотизм темисемпе кадетсене ырă шухăшсем парса хăварнă.  Питĕ лайăх, паян ҫитĕнекен ăрăвăн камсенчен тĕслĕх илмелли сахал мар. Вĕсем паттăрла ĕҫсене курса ĕненеҫҫĕ, хастар та хăюллă, Тăван ҫĕршыва, аслисене, ҫывăх ҫынсене юратма вĕренсе пыраҫҫĕ.

«Чăваш Ен пултаруллă ывăл-хĕрсемпе пуян. Вĕсемпе мĕнпур Раҫҫей мăнаҫланать.  Вĕсем ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Кадет корпусĕнче ҫамрăксене ăс пухма, пултарулăха аталантарма питĕ чаплă условисем йĕркеленĕ», тесе каласа хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Уҫă урока пухăннисем умĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Обществăлла палатăн секретарĕн пĕрремĕш ҫумĕ Вячеслав Бочаров тухса калаҫнă. Тĕрлĕ ҫулсенчи, ватти-вĕттине пĕр чăмăра пухса, пĕр пек шухăш патне ăнтăлма, халăхăн ырă йăли-йĕркисене пăхăнса пурăнма вĕрентет. Шăпах та ĕнтĕ вăл, «Эстафета поколений» пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи проектăн ертӳҫи шутланса тăрать.  Вĕсем ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Ҫамрăксемпе тĕл пулнă самантра истори ыйтăвĕсем пирки тарăн чарăнса тăнă, ҫар, патриотизм темисене ҫутатса панă.  Хăнасем палăртнă кун корпусри тĕрлĕ вĕрентӳ классĕсемпе паллашнă, условисене курса ĕненнĕ, пурлăхпа техника базипе кăсăкланнă.

Вячеслав Бочаров ҫĕршыври сахал мар регионсенчи Кадет корпусĕсемпе паллашнă, сăмах май Шупашкарти объект пирки ҫапларах асăнса хăварнă: «Ҫав тери чаплă учреждени. Чăн-чăн патриотсем пулса ҫитĕнеҫҫĕ кунта ăс пухакансем.  Яш-кĕрĕм ахаль кăна ҫар хатĕрĕсене курса ĕненмест, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки ăнланса пырать, историне тарăнрах тĕпчеме хăтланать, Раҫҫей Федерацийĕшĕн юрăхлă ҫынсем пулса ҫитĕнет», – тенĕ.  

Раҫҫей Геройĕ Николай Гаврилов кадет шкулĕнче вĕренсе тухни ӳлĕмрен кирек-ăҫта та питĕ кирлĕ пулĕ тенĕ. Пуласлăхра ҫамрăксене ырă ҫул-йĕр суйласа илме, йывăрлăхсене парăнтарма хастар пулма, тăшмансене хирĕҫ тăма вăй-хал ҫитерме сĕннĕ.  Пурнăҫра ырри ҫеҫ пултăр, усаллисем аякра тăччĕр тенĕ.  

«Пирĕн тăрăхра тарават яш-кĕрĕм ҫитĕнни куҫкĕретех, ун пек пулма вĕрентекенсем ăста пулни те пĕлтерĕшлĕ. Енчен те ăнсăртран пăтăрмахсем сиксе тухас пулсан та, шанатпăр, пирĕн яшсем ҫĕршыва чыслăн хӳтĕлессе», – каланă сăмаха пĕтĕмлетсе генерал-лейтенант.   

Фоторепортаж



19 декабря 2018
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter