Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Професси уявӗ ячӗпе саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир патшалӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллеве пурнӑҫлатӑр – ҫӗршывӑмӑрпа унӑн гражданӗсен хӑрушсӑрлӑхне, консти­туциллӗ строй тата суверенитет ҫирӗплӗхне, Раҫҫей Федерацийӗн никама пӑхӑнманлӑхӗпе территори пӗрпӗтӗмлӗхне тивӗҫтеретӗр.

Сирсе янӑ терактсем, обществӑпа патшалӑха хирӗҫ тӑвакан тупса палӑртнӑ тата уҫса панӑ преступленисем, ҫӑлса хӑварнӑ пур­нӑҫсем – ҫаксем пурте сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем, ҫынсем ҫавна пула хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх органӗсен сотрудникӗсен кулленхи ыр­ми-канми те яваплӑ ӗҫӗ общество тата патшалӑх институчӗсене ту­хӑҫлӑ ӗҫлеме, ҫӗршыва малалла аталантармалли майсем йӗркелеме, Чӑваш Республикинче тата Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсене пултаруллӑн вӑй хума пулӑшать.

Сирӗн тарӑн пӗлӗвӗр, ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑр, тивӗҫе чунтан па­рӑнса тӑни обществӑра малашне те тӑнӑҫлӑхпа йӗркелӗх, ҫирӗплӗх хуҫаланассине, патшалӑх интересӗсене тата унӑн гражданӗсен прависемпе ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлессине туллин тивӗҫтерме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, профессири ӑсталӑхӑра ӳстерсе пыма тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳ­сем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                       Михаил Игнатьев 



20 декабря 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter