Чăваш Енре ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ

Михаил Игнатьев провел заседание Совета по развитию добровольчества (волонтерства)Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Ларăва уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫак асăннă юхăма Раҫҫейре нумаях пулмасть кăна йĕркелесе янă тенĕ. Официаллă майпа вĕсене хисеплесе, раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче уявлаҫҫĕ. Ҫак уява Раҫҫей Президенчӗ туса хуни – ҫӗршыв экономикипе социаллӑ пурнӑҫӗн аталанӑвӗнчи волонтёр юхӑмӗн уйрӑм пӗлтерӗш­не ҫирӗплетет.

«Волонтерсен юхăмĕ ҫамрăксене пĕр чăмăра пухма май парать, хушма вăй-хал, пуҫаруллӑ, яваплӑ ҫынсене социаллӑ проектсене ку­рӑмлӑн пурнӑҫлама, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесене пулӑшма тĕрев парать», – тесе каланă регион Ертӳҫи.

Сахал мар пысăк ĕҫсем пурнăҫланă, саккунсен базине ҫĕнетнĕ. Апла пулсан, тин ҫеҫ йĕркеленнĕ института «ҫирĕп ура» ҫинче тăма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ пулни куҫкĕретех.    Сăмах май, регион  Ертӳҫи ырă ĕҫ тăвакансен НДФЛ налукне тӳлемелле маррине аса илсе хăварнă.  Пулăшу ҫав тери пысăк мар, анчах та вĕсене малашне те ĕҫлеме хавхалантарса тăрать тенĕ вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерстви 2025-мĕш ҫулччен ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарма май паракан пысăк проект хатĕрленĕ. Чăваш Енре те палăртнă тытăм кирлĕ пек шайра вăй илсе пытăр тесе, 2035-мĕш ҫулсем валли йышăннă стратегине проектсене кĕртсе хăварнă.   Чăваш Республикинче ҫамрăксене аталанмалли ятарлă хушма программа пур, вĕрентĕве аталантарассипе те патшалăх программи туллин пурнăҫа кĕрсе пырать, социаллă активлăх регион шайĕнчи проект курăмлă ĕҫлет.  

«Кирек-епле стратеги те хăйне евĕр. Ҫĕнĕ чĕнӳсем кăларса тăратать, патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансене тимлĕрех пулма, ыйтусем ҫине ытларах пăхма хистет», – палăртнă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Кăҫал Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ пулчĕ, ҫавна май пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе сахал мар паллашма май килчĕ.  Асăннă юхăма ытларах вăй илтерме те меллĕ пулни куҫкĕретех.

Калăпăр, Чăваш Республикинче 2018-мĕш ҫулта пин ытла мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, вĕсем  пĕтĕмпех ҫӳллĕ шайра иртнĕ. Мероприятисенче чылай ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче регионта ҫамрăксемпе  йĕркелесе ирттернĕ мероприятисен кăтартăвĕсем пирки каласа панă.   

«Ҫав тери савăнатпăр, ырă ĕҫ тăвакансем студентсем кăна мар, ахаль ҫамрăксем, шкул ачисем пĕтĕм кăмăлтан ĕҫе кӳлĕнеҫҫĕ.  Калăпăр, шкул ачи юрăхсăра тухнă батарейкăсене пухассипе ятарлă проект хатĕрленĕ.   Ăна кирлĕ пек объектсене тăратса, тупăш илнĕ укҫана ачасене пулăшу паракан марафона куҫарнă», – пĕлтернĕ Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ.   

Паянхи ларура ыттисем те хăйсен паха проекчĕсем пирки каласа кăтартнă регион Ертӳҫине.   «Медик-волонтерсем» регионти пĕрлешĕвĕн ертӳҫи Ольга Брагина вĕсемпе пĕрле ĕҫлеме кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссе пынине асăннă, кăтарту 700 ҫынран та иртсе кайнă тенĕ вăл. Пурĕ вĕсем 180 мероприятинче хутшăннă, социаллă пĕлтерĕшлĕ 6 проекта пурнăҫа кĕртме май килнине асăннă. Хастарсем тăтăшах халăхпа пĕрле тĕл пулаҫҫĕ, вĕсене паха сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ, чир-чĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн ăнлантарса параҫҫĕ.  

Ҫамрăксене ĕҫлеме регионта лайăх условисем йĕркелесе тăратнăшăн республика Пуҫлăхне мухтанă ырă ĕҫ тăвакан Ольга Брагина.   

Православи тĕнне тытса пыма пулăшакансен ҫамрăксен юхăмĕн председателĕ Илья Тумаков волонтерсен тĕп тĕллевĕсем пирки ăнлантарса панă, ытларах хăйсем хăш ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрнине хыпарланă.   

Чылай ырă ĕҫсем тунă вĕсем те, «Эпир пĕрле» ятлă проекта ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене явăҫтараҫҫĕ, пĕр чăмăра пухса килĕшсе ăнланса пурăнма вĕрентсе пыраҫҫĕ.  Шупашкар хулинчи вулавăшсенче планпа килĕшӳллĕн, мĕнпур мероприятисене ирттернине пĕлтернĕ вăл.

Раҫҫейри шыравҫăсен юхăмĕнче пирĕн ентешсем те пур. Регионти ҫамрăксен юхăмĕн председателĕ Евгений Шумилов пĕтĕмпе 37 отряд пĕр ҫемьери пек килĕштерсе пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлесе пынине каланă. Шыравҫăсем ҫар ҫыннисен вил тăприсене тĕпчеҫҫĕ, вĕсен тăванĕсене тупса палăртма тăрăшаҫҫĕ. Сăмах май, ертӳҫĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, кадрсем ҫителĕксĕр тенĕ. Пирĕн республикăра, юнашар субъектсенче те шыравҫăсем пулма вĕренӳ учрежденийĕсенче специалистсене хатĕрлеменнине палăртнă. Аслă шкулсем ҫумĕнче вĕренӳ базине йĕркелесе ярсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл. Архив ĕҫ хучĕсемпе ĕҫлеме ятарлă пӳлĕм пулманни те сахал мар чăрмав кӳрет тенĕ председатель. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сĕнӳсене итленĕ хыҫҫăн, тӳрех культура министрĕпе вĕренӳ министрне ыйтăва уҫăмлатма хушнă.

Канашлура Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем епле хыпарсене халăх патне илсе ҫитерни ҫинчен те сăмахланă. Ыйтупа Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ  Михаил Анисимов тĕплĕ доклад туса панă. 2019 ҫулта ҫĕнĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене тупса палăртма май паракан ҫĕнĕ йышши конкурс пулассине хыпарланă министр.      Хусанта 2019-мĕш ҫулта ҫурла уйăхĕн 22-27-мĕш кунĕсенче World Skills тĕнче чемпионатчĕ иртет, унта ҫамрăксем сахал мар пулĕҫ. Ырă ĕҫ тăвакансене шăпах та, вăл ĕҫе явăҫтарасси куҫкĕретех. Тĕплĕнрех ун пирки ҫамрăксен пуҫарăвĕн юхăмĕн ертӳҫи Юлия  Аланова ăнлантарса панă. Енчен те камăн та камăн волонтер пулас килет пулсан, заявкăсене раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен вĕсем патне тăратма юрать.  Пирĕн республикăран хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ сахал мар, кăтарту ыттисемпе танлаштарсан лайăх, виҫҫĕмĕш вырăнта тăратпăр тенĕ ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче аслă ҫулсенчи ҫынсем ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне хутшăнма кăмăл туни куҫкĕретех тенĕ. Вĕсен проекчĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине пĕлтернĕ. Волонтерсем майсӑр лару-тӑру тата ҫут ҫанталӑк кӳнӗ инкексен сиенӗсене пӗтернӗ ҫӗре, ҫухалнӑ ҫынсене шырассипе тата ҫӑлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хастар хутшӑнине асăннă.  

Канашлăва пĕтĕмлетсе ертӳҫĕсем ҫамрăксене мӗнпур пуҫарусем, ырӑ ӗҫсем об­ществӑна усӑ кӳччӗр тата ҫынсене пулӑшу паччӑр тенĕ.

Фоторепортаж



20 декабря 2018
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter