Чăваш Енре хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Обсуждены вопросы пожарной безопасности в период подготовки и проведения новогодних и рождественских праздников Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Енре хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту Ҫĕнĕ ҫулпа Раштав уявĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.

Статистика кăтартăвĕсене пăхас пулсан, пĕлтĕр асăннă тапхăрта Чăваш Республикинче 35 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнĕ, инкексенче пĕр ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă.  Тата та маларахри ҫула илес пулсан, ун чухне 39 пушар пулнă, вĕсенче 6 ҫын ҫунса кĕлленнĕ.

Кăҫал уявсен программисем анлă, апла пулсан объектсенче питĕ асăрхануллă та тимлĕ пулмаллине чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.  

Михаил Игнатьев ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче вăй хуракансене хăрушсăрлăх теми ҫине тимлĕх уйăрмаллине, ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă.  Ҫынсен пурнăҫĕшĕн кашни ертӳҫĕ яваплă тесе каланă вăл.  Сăмах май, нумай ачаллă ҫемйесене тĕрĕслеве илмелле, тепре чухне инкексем кăларса тăратма пултараҫҫĕ, вĕсемпе профилактика ĕҫне йĕркелемелле тенĕ Пуҫлăх. Ҫула ҫитмен шăпăрлансем вут-кăварпа алхасма юратаҫҫĕ, питĕ асăрхануллă пулмалла аслисен.

«Хисеплĕ ĕҫчешсем! Уявсем, пире должноҫре ĕҫлекен ҫынсем валли мар. Ертӳҫĕсем пулнă май, кулленех йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене тишкермелле. Пурне те яваплăха туйса, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлеме хушатăп», тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Канашлăва пухăннисем мероприятисенче ачасемпе ытларах пулакан самантсенче тирпейлĕ ĕҫлемеллине, йĕрке тени ҫӳллĕ шайра пулмаллине асăннă.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн ҫумĕ Надежда Дмитриева ачасен канăвĕ кĕҫех пуҫланнине, ун чухне те шăпăрлансене куҫран вĕҫертме юраманнине каланă.

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче ашшĕ-амăшăсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттерме палăртнине пĕлтернĕ, ун чухне шăпах та, ятарлă служба представителĕсем хутшăнаҫҫĕ тенĕ вăл. Ларура министр ҫумĕ регионта республика тата федераци шайĕнче пулакан мероприятисем пирки каласа панă. Ун чухне тĕрлĕ мероприятисене 213 пин ачана явăҫтарма плана кĕртнĕ тенĕ вăл.

Раҫҫей МЧС регионти Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Николай Петров ытларах халăх хушшинче профилактика ĕҫне йĕркелемелли пирки каласа хăварнă.  Планпа килĕшӳллĕн, вĕсене раштав уйăхĕн 25-мĕшĕччен пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермелле тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. Культура, вĕренӳ учрежденийĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшмалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ.

«Пиротехника ҫав тери кăткăс япала, унпа асăрхануллă пулмалла. Пушар хăрушлăхĕн йĕркисене ҫирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн инкек пуласси куҫкĕретех», тенĕ Николай Петров. Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакан Александр Макаров пиротехника пемелли ятарлă вырăнсем хатĕрлемеллине, ăна кирлĕ–кирлĕ мар ҫĕрте чĕртме юраманнине асăрхаттарнă. Енчен те условисене пăхăнмасан, кашнин ҫирĕп яваплăх тытмалла пулĕ тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ таварсен пахалăхĕ пирки чарăнса тăнă.  Енчен те стандарта пăхăнманнисене тупса палăртсан, вĕсем пирки хыпарсене халăхсене пĕлтермеллине, яваплăха туйманнисен реестрне кĕртме хушнă.  

Паянхи канашлура ытти ыйтусем тавра та калаҫнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Фоторепортаж



21 декабря 2018
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter