Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин миграци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Управление реконструкциленĕ хыҫҫăн, паян торжествăлла майпа уҫнă

Состоялось торжественное открытие после реконструкции здания Управления по вопросам миграции МВД по Чувашской РеспубликеЧăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин миграци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Управление реконструкциленĕ хыҫҫăн, паян торжествăлла майпа  объекта уҫнă. Паллă пулăмпа Управленире тăрăшакансене, Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствинче вăй хуракансене регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланă.  

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ ҫуртсене хăпартса пынă май, администраци уйрăмĕсене те реконструкциленине палăртнă. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствин икĕ объектне уҫнине асăннă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствине ҫакăн пек пысăк объектсене тирпейлесе хута янăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, Сергей Неяскин министра службăн пурлăхпа техника базине тĕпрен ҫĕнетсе улăштарса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырланă.   Кун пек ĕҫлесен ӳлĕмрен тата та халăх ырлăхĕшĕн тĕллевсене пурнăҫлама меллĕ тесе каланă.     Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕнĕ ҫуртра специалистсене шанса панă ĕҫсене туллин пурнăҫлама условисем питĕ чаплă пулнине курса ĕненнĕ. Миграци ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă кирек-епле ĕҫе те вăхăтра пурнăҫлама майсем пур тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделенийӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хуралланине, чи кӑткӑс тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗркеллӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ тенĕ вăл. Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ведомствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫирӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса юлать, халӑх власть органӗсене шанасси ӳсет тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха тăсса.

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин еҫчешсене саламланă май, миграци служби 2016 ҫулта вĕсен тытăмне кĕнине асăннă.  Маларахри ҫулсенче миграци ыйтăвĕсене татса памалли ҫуртсем пачах та хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăман, вĕсенче условисем кăткăс пулнă тесе сăмаха малалла каланă министр.   

2018 ҫулта регион Пуҫлăхĕ тата Шупашкар хула администрацийĕн витĕмлĕхĕпе нумай функциллĕ центр хута кайнă.  Вĕсенче ют ҫĕршыв гражданĕсене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Паян уҫăлнă ҫуртра вара РФ гражданĕсене патшалăх пулăшăвĕсене парĕҫ.  Пӳлĕмсене тĕпрен ҫĕнетнĕ, вĕсене тирпейлеме 15 млн тăкакланă.  Кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене вырнаҫтарнă,  ĕҫлемелли техника ҫителĕклĕ.  

«Пĕтĕмпех пирĕн граждансем валли.  Патшалăх пулăшăвĕсемпе туллин тивĕҫтерес ыйту приоритетлă шутланать» –  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Сергей Неяскин. Паянхи куна илес пулсан, вĕсен тытăмĕ патшалăхăн 17 енлĕ тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерет. Кăҫал 11 уйăх хушшинче пурĕ 245 пин ҫыннăн ыйтăвĕсене хуравланă.

Паян мероприятисене пухăннисене Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский тата ытти официаллă хăнасем саламланă.



21 декабря 2018
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter