Чăваш Енри наци ĕҫĕсемпе тимлекен тата тĕн пĕрлешĕвĕсен хушшинчи ҫыхăнусене йĕркелесе пырассипе тăрăшакан канашсен пĕрлехи ларăвне ирттернĕ
Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев Чăваш Енри наци ĕҫĕсемпе тимлекен тата тĕн пĕрлешĕвĕсен хушшинчи ҫыхăнусене йĕркелесе пырассипе тăрăшакан канашсен пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтан Юрий Васильев ырă хыпар пирки пĕлтернĕ: «Нумаях пулмасть халăх хушшинче ыйтăм йĕркеленĕ. Республикăра социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне епле хаклани пирки ыйтнă, тĕрлĕ халăхсем хушшинчи ырă ҫыхăну ҫинчен те тĕпченĕ. Пĕтĕмлетӳ тăрăх ҫакă паллă, граждансем лару-тăру регионта пĕтĕмпех йĕркеллĕ тесе палăртаҫҫĕ», – тенĕ вăл.
«Кăтартусем ҫук мар. Нацисем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Раҫҫейри ытти субъектсемпе танлаштарсан, пирĕн регион яланах паха тĕслĕхпе палăрса тăнă. 128 тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕрне-пĕри хисеплесе, ырă туйăмпа килĕштерсе пурăнни куҫкĕретех. Туслăх пурри савăнтарать, пурсăмăра та пуласлăх ҫине хавхалануллăн пăхма хистет», – шухăша каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи.
Канашлăва пухăннисем 2018-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, ҫитес ҫул валли план пăхса хăварнă. Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрлĕ халăхсен ассамблейĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Лев Кураков организацийĕн ĕҫĕ пирки каласа кăтартнă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă. Чăваш Республикин Правительствине тата та ытти обществăлла организацисене пĕр-пĕринпе тухăҫлă килĕшсе ĕҫлесе пынăшăн мухтанă, ырă сăмахсем каланă. Ӳлĕмрен те ҫаплах пулассине шанса, туслă ĕҫлеме чĕнсе хăварнă. Чăваш Енре Халăхсен ассамблейĕ икĕ ҫул каялла йĕркеленнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – халăхăн йăли-йĕркисене упраса хăварасси, историне тĕпчесе пырасси. Кăмăл-туйăм, культура ыйтăвĕсем кулленех кун йĕркинче. Пĕрлĕх, Раҫҫейре, Чăваш Енре тăнăҫлăх хуҫаланни – тĕп ҫитĕнӳсем.
Ҫӳлерех палăртнă организаци Халăхсен туслăх ҫурчĕпе алла-аллăн тытăнса килĕштерсе ĕҫлени куҫкĕретех. Юлашки ҫулсенче сахал мар пĕрле мероприятисем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ куравсем, ҫул ҫӳревсем, уҫă калаҫусем планпа килĕшӳллĕн пулса пынă.
Сахал мар халăхсен йăли-йĕркисене ҫитĕнекен яш-кĕрĕме вĕрентме тăрăшнă.
Юрий Васильев обществăлла организацийĕн ĕҫне пысăка хурса хакланă, вĕсен паха ĕҫ опычĕпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вăй хуракансен тĕпе хурса пымаллине палăртнă. «Эсир хисепе тивĕҫни паллă. Халăх сире кăмăллать. Чылай усăллă ĕҫсем тăватăр. Мĕнпур ҫынсене пĕр чăмăра пухма витĕм кӳретĕр. Ку вара чи хăватли», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи .