Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев строительство тытăмĕнче вăй хуракан ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел совещание с руководителями организаций строительного комплексаРаштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев строительство тытăмĕнче вăй хуракан ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Регион Ертӳҫи строительсем умне ҫирĕп тĕллев лартнă, ҫурт-йĕр хăпартассин калăпăшне ӳстермеллине каланă.  Ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указра та кун пирки палăртнă, 2024-мĕш ҫулсем валли кăтартусене ӳстермелле, ҫĕршыв аталанăвĕшĕн тĕллевлĕн ĕҫлемелле.    Ултă ҫул хушшинче Чăваш Республикинче ӳсĕме 1,5 хут хăпартмалла. 2025 ҫул тĕлне вара 920 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕрсем ҫĕклесе лартмалла. Михаил Игнатьев социаллă программăсене пурнăҫа кĕртме патшалăх тĕревĕ пĕтĕмпех упраннине, граждансен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма  условисем пуласса шанса каланă. Регионта пурăнакан 30 пинрен кая мар ҫемье пулăшăва тивĕҫесси паланра пур тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Пирĕн граждансем туянма пултаракан пысăк мар хаклă хваттерсем хута ямалла», – палăртнă регион Ертӳҫи. Иртсе пыракан ҫул кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă май, Михаил Игнатьев строительство пайĕнче ӳсĕмсем самаях тесе хакланă.  Кăҫал 11 уйăх хушшинче пурĕ 38 млрд тенкĕлĕх строительство ĕҫĕсене пурнăҫланă.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле кăтарту 40 млрд ҫитесси паллă, 125 процента хăпарĕ пĕлтĕрхипе пăхас пулсан.     

Халăхăн ĕҫ укҫи ӳснĕ май, ҫынсем нимĕнле йывăрлăхсене туймасăрах ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пыма тăрăшаҫҫĕ. Кăҫал 10 уйăхра 14,6 пин ипотека кредитне халăха тивĕҫтернĕ, вĕсен калăпăшĕ 23 млрд танлашать, кăтарту пĕлтĕрхипе илес пулсан, самай пысăк.

«Регион хăватланса вăй илсе пырать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ. Инфратытăм ҫĕнелет», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ. Микрорайонсем ӳсеҫҫĕ, халăх савăнать, хваттерсем туянаҫҫĕ.

Республикăри строительство комплексĕнчи тĕп кăтартусемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тĕплĕн каласа кăтартнă, пуласлăхри тĕллевсемпе те паллаштарнă.  2018 ҫулта тĕрлĕ бюджетсенчен ҫурт-йĕрсем ҫĕклеме 1,6 млрд пăхса хăварнă, вĕсемпе 4,1 пин ҫемье хăйсен ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парать. Кăҫал хăш-пĕр вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен реконструкциленĕ, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене ҫĕнетнĕ, культура, спорт тытăмĕнчи объектсене тирпейлесе ҫитернĕ. Шупашкарти Мускав кĕперне хута янă, Атăлҫи федераци округĕнчи Чăваш Ен кадет корпусне ҫĕклесе лартнă. Ҫаксем пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн учрежденисем.    Ялсенче шыв пăрăхĕсене тĕпрен улăштарнă, газ пăрăхĕсене те чылай тăснă. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» патшалăх программипе регион курăмлă ĕҫлесе пырать.  Пĕтĕмпе  икĕ ҫулта 245 ҫухрăм ҫул юсаса тирпейленĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указа тĕпе хурса, 2019-мĕш ҫулта регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăҫа кĕме тытăнĕҫ.

Чăваш Ен нацин 12 проектне хутшăнса, вĕсемпе ĕҫлеме тĕллев лартнă. Вĕсем пĕтĕмпех федераци шайĕнче.  2024-мĕш ҫулччен республикăна федераци центрĕнчен строительство пайне 48,9 млрд уйăрма пăхса хăварнă.

«Таса шыв» регионти проекта пурнăҫа кĕртме 2025-мĕш ҫулччен 2,3 млрд тăкаклама тĕллев лартнă, 317 ҫухрăм шыв пăрăхĕсене сарма плана кĕртнĕ.  Тавралăха тирпей-илем кĕртме 1,16 млрд тенкĕ тăкакланасси те паллă.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» проектпа ĕҫлеме 20 млрд уйăрма тĕллев лартнă, вĕсемпе 546 ҫухрăм ҫул тирпейлеме плана кĕртнĕ.

2035 ҫулччен вĕрентĕве аталантарас программăпа ĕҫлеме, ҫĕнĕ объектсем хăпартса лартма 3,8 млрд пăхнă, шкулсене реконструкцилеме 30 млрд уйăрма килĕшнĕ.  Чăваш Енре пысăк хăвăртлăхпа ҫӳретме май паракан магистраль хута ярасси паллă. «Мускав-Хусан» ВСМ проекта пурнăҫа кĕртесси планра пур.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: регионта ҫĕнĕ объектсем сахал мар пулĕҫ, вĕсен ĕҫне хутшăнма хальтерех ĕҫ хучĕсене йĕркелеме пуҫламалла, строительсен активлăрах проектсене хутшăнмалла тенĕ. Чи кирли - проектсене вăхăтра тата пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра хатĕрлесси. Ҫурт-йĕрсен пуласлăхĕ вĕсенчен нумай килет тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Пулса тухать ҫапларах, тепре чухне вĕсен айăпĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем вăхăтра хута каймаҫҫĕ.  Ку ыйтусемпе ҫирĕп йĕрке пулмаллине асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Кăлтăксем те сахал мар, конкурссенче хутшăнса объектсене хăпартса лартма хăйсем ҫине яваплăха илеҫҫĕ, анчах та шанни тӳрре тухаймасть. Пăтăрмахсем чылай, строительсем графика пăхăнса ĕҫлеменни те сисĕнкелет»,  – тенĕ  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Кун пек йĕркесĕрлĕх ниҫта та пулмалла мар тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарнă Чăваш Ен Ертӳҫи.  Пĕр пухăннă пек чухне, ытти актуаллă ыйтусем пирки те сахал мар чарăнса тăнă, пĕрле пухăннă пек чухне вĕсене татса пама тăрăшнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисемпе кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварасси пирки канашланă.   Юлашки ҫулсенче граждансем пая кĕрсе строительство ĕҫне хутшăнаҫҫĕ. Ыйту питĕ актуаллă, кун пирки те тимлĕхе ҫухатма юрамасть, кашнин асăрхануллă пулмалла, яваплăх тени малти вырăна тухмалла.   2019-мĕш ҫултан пуҫласа ҫĕртме уйăхĕнчен граждансем куҫарса панă укҫасем тӳрех строительсем патне ӳкмеҫҫĕ, вĕсем ятарлă банк  тытăмне лекеҫҫĕ. Апла пулсан, малалла строительсем тĕлли-паллисĕр укҫасене тăкакланаймĕҫ, вĕсем вăл укҫана пĕтĕмĕшле объекта хута ярсан кăна тивĕҫме пултараҫҫĕ. Кун пек йĕрке ӳлĕмрен халăх пăтăрмахсене кĕрсе ӳкесрен пăрать, граждансем тăкакланни кăлăхах пулмĕ, вĕсем вăхăтра хваттерсене куҫса пырĕҫ.     Каласа хăвармалла, кун пек йĕркепе «ТУС» АО тата «СК Центр» ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем умĕнче палăртнă организацисен пуҫлăхĕсем ĕҫ опычĕпе паллаштарнă, ҫитĕнӳсем пирки те каласа кăтартнă, хăш-пĕр уйрăмлăхсем ҫинчен чарăнса тăнă.  

Фоторепортаж



21 декабря 2018
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter