Лару: халăхсен туслăхĕ, çураçулăхĕ – чи пысăк пуянлăх
Чăваш Енре наци ыйтăвĕ çĕршыври хăш-пĕр регионти пек çивĕч мар, апла пулин те республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх представителĕсен, тĕнсен хушшинчи хутшăнусене аталантарас тĕлĕшпе пурнăçламалли майсем çителĕклех. Шăпах çакăн пирки калаçрĕç те паян Чăваш Республикинчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн тата республикăри тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытса ĕçлес тĕлĕшпе йĕркеленĕ канашăн пĕрлехи ларăвĕнче. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев ертсе пычĕ.
Республикăра икĕ çул каялла «Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейи» общество организацийĕ йĕркелесе янă. Ăна ЧР Пуçлăхĕн канашçи, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков ертсе пырать.
— Лев Пантелеймоновичăн авторитечĕ республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те пысăк, çавăнпа вăл ертсе пыракан Ассамблея кĕске вăхăтрах сумлă ĕçсем пурнăçлама, регион, çĕршыв шайĕнче палăрма мехел çитерчĕ, — терĕ Юрий Васильев. — Ассамблейăн филиалĕсене районсенче те йĕркелемелле, вырăнта вĕсене Лев Пантелеймонович пекех яваплă, пултаруллă, хастар çынсене шанса памалла.
— Халăхсен туслăхĕн çурчĕ тата Ассамблея пĕр организм пекех, эпир çыхăну тытса ĕçлесе пыратпăр, çавăнпа малалла ăнтăлатпăр та, — терĕ Лев Кураков.
Чăваш Республикинчи Христос Чиркĕвĕсен Пĕрлĕхĕн канашĕн ĕçĕпе Çĕнĕ Шупашкарти христиан-баптистсен еванегли чиркĕвĕн пресвитерĕ Владимир Исаев паллаштарчĕ.
ЧР культура министрĕ Константин Яковлев асăннă канашсен ĕçне пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, çитес çул валли палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.