Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетиксен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă

Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетиксен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.  Паллă пулăм  «МРСК Волги» - «Чувашэнерго» АУОра иртнĕ. Чӑваш Республикин энергетика отраслӗн  ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене регион Ертӳҫи професси уявӗпе – Энергетик кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланă, мĕнпур ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн тав тунă.

«Республикӑри энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем потребительсене энергипе пӗр кӑлтӑксӑр тата шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ, промышленноҫа кал-кал ӳстерсе пымалли майсем йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Ен энергетика вӑй-хӑвачӗ ҫулсерен пысӑкланать, отрасль предприятийӗсен производствӑпа технологи никӗсӗ ҫӗне­лет, малта пыракан технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫ пурнăҫлатăр. Халăха хăтлă пурăнма условисем йĕркелеттĕр, Чăваш Ене аталанса пыма хăват кӳретĕр», – тенĕ Пуҫлăх.

Республика Ертӳҫи предприяти кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ подстанцисем ҫĕкленине уйрăммăн палăртнă. Канаш хулинче объект Индустри паркĕнче йĕркеленнĕ. Ӳлĕмрен апла пулсан тата та ҫĕнĕ производствăсем уҫма меллĕ пулать.

Михаил Игнатьев ĕҫ коллективне тăнăҫлăх, малашне те ҫитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ. Хисепе титвĕҫнисене ҫак кун наградăсем парса чысланă.

 «Чувашэнерго»  филиалĕн  директорĕ «МРСК Волги»  ПАО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Дмитрий Иванов ĕҫчешсене саламланă май, кăҫал регионта Шупашкар районĕнче икĕ подстанцине тĕпрен реконстукциленине пĕлтернĕ. «Филиалăн приоритетлă инвестициллĕ проекчĕсем сахал мар. Энергине перекетлеме, унăн тухăҫлăхне ӳстерме витĕм кӳреҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Объектсен строительство ĕҫне 2019-мĕш ҫулта вĕҫлеме плана кĕртнĕ тенĕ ертӳҫĕ. Проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 632,6 млн танлашать. Кунсăр пуҫне филиал ытти объектсем ҫинче те сахал мар ĕҫлет, Йĕпреҫ тăрăхĕнче те объектсем пур.  Иртсе пыракан ҫул организаци палăртнă мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫланă тесе пĕлтернĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Дмитрий Иванов. 

Фоторепортаж



22 декабря 2018
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter