Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх ĕҫĕнчи граждан служащийĕсене класс чинĕ тивĕҫни пирки калакан свидетельство парса чысланă

Глава Чувашии вручил государственным гражданским служащим свидетельства о присвоении классного чина

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх ĕҫĕнчи граждан служащийĕсене класс чинĕсем пани ҫинчен калакан свиде­тельствӑсемпе чысланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕн указĕпе килĕшӳллĕн граждан служащийӗсене 1, 2, 3 класлӑ чӑн патшалӑх советникӗсен чинӗсене парса чысланӑ. Вĕсем патшалăх ĕҫĕнчи граждан служащийĕсен иерархийĕн чи пысăк чинĕсем шутланаҫҫĕ.  «Палăртнă сум сирĕн ĕҫсен кăтартăвне ҫирĕплетет. Професси шайĕпе ӳснине пĕлтерет», – тесе каланă Михаил Игнатьев республикăри патшалăх ĕҫĕнчи граждан служащийĕсене.

Патшалăх служби пысăк яваплăха туйса ĕҫлеме хистет. Чылай кăткăс самантсем тӗл пулаҫҫӗ, пур ҫын та вĕсемпе килĕшмест.  «Эпир епле йышăнусем тунинчен регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ мĕнлерех шайра пуласси тӳрремӗн ҫыхӑннӑ.  Халăх пурнăҫĕн шайĕ, Чăваш Енре обществăлла политика лару-тăрăвĕ те сирĕн ӗҫӗрпе ҫыхăннă», – тенĕ Михаил Игнатьев ĕҫтешсене саламланă май. 

Паянхи куна илес пулсан, регионта патшалăх ĕҫĕнче 1275 граждан служащийĕ вӑй хурать. Вĕсен йышне оптимизацилес ĕҫ кулленех пулса пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процента ҫити чакнă.

Служащисенчен 70 проценчĕ вара хĕрарăмсем.  «Вĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлани куҫкĕртех», –палăртнă Михаил Игнатьев.

Патшалăх ĕҫĕнчи граждан служащийсен ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес тĕллевпе регионта наставничество институтне йĕркеленĕ. Федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн, кашни ҫул специалистсем пĕлӳ шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ.

Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указĕсемпе ĕҫлемелли хĕрӳ тапхăр тытăннине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  Чăваш Ен наци проекчĕн 11 программипе ĕҫлеме тытӑннӑ.  «Нимĕнле кăлтăксем те пулмалла мар. Мĕнпур ĕҫ вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пымалла.  Пур ҫĕрте те ҫирĕп йĕрке хуҫаланмалла», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе  регион Ертӳҫи. 

Мероприятине пухăннисене ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламланă, ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума вăй-хал суннă, професси пĕлӳ шайне кулленех ӳстерсе пыма чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж



24 декабря 2018
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter