Пенси укҫин страховани пайĕ 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăпарать

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – пенси тӳлесси, ҫĕнĕ ылмашусем.

Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пенсин страховани пайĕ хăпарнине пĕлтернĕ. 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ялсенчи ватăсен пенсийĕ ӳсет. Çак йышăну ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ, ялта пурăнакан, ватлăха е инвалид пулнине кура пенсие кайнă май ниçта та ĕçлемен ватăсене пырса тивĕ. Хушăм – пенсин çирĕплетнĕ виçин 25% чухлĕ, вăтамран 1333 тенкĕпе танлашать. Выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетес, ӳсен-тăран çитĕнтерес енĕпе ĕçленĕ çынсен пенсийĕ пысăкланĕ. Хушма укçа илме ирĕк парканнисен шутĕнче — ял хуçалăхĕнчи çĕр-çĕр професси. Унсăр пуçне 1992 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен колхозсемпе совхозсенче тăрăшнисен стажне палăртнă чух вĕсем мĕнле должноçра ĕçленине те пăхмĕç. Ял хуçалăхĕнче ĕçленине çирĕплетме, пенси хушса тӳлемешкĕн заявлени çырма та кирлĕ мар — тивĕçлĕ тытăмсем çакна хăйсем тĕллĕнех тишкерсе палăртĕç, çынсен пенсине çĕнĕрен шутлĕç. Çапах хăшĕсем вăл е ку сăлтава пула сиксе юлсан ял хуçалăхĕнчи стажа хăйсем документсемпе çирĕплетме пултараççĕ. 2019 çулта çирĕплетрĕç тĕк — ырми канми ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ çынсене пысăкланнă пенсие çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнсах тӳлĕç.

Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, 20192024-мĕш ҫулсенче пенсин страховани пайĕ кашни ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ӳссе пырать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пенсин страховани пайĕ 7,05 процент чухлĕ ӳсет. Кăтарту пĕлтĕрхинчен икĕ хут пысăкрах пулни сисĕнет.

Чăваш Республикинче пенсин хăпарнă пайне ĕҫлемен ватăсем 270 пин ҫын тивĕҫет. 

Кунсăр пуҫне ялта ĕҫленĕ, ял хуҫалăх производствинче 30 ҫул ытла вăй хунă пулсан, вĕсен пенси укҫи хутшăнса килет. Кăҫал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл пулăшăва регионта пурăнакан 24,6 пин ĕҫлемен пенсионер тивĕҫет.  2019 ҫулта республикăра пурăнакансем валли страховани пенсине тӳлеме пурĕ 55,8 млрд пăхса хăварнă.  Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем ҫывхарса килеҫҫĕ, ҫавăнпа та Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ графиксенчен маларах пенси укҫисене тӳлеме пăхса хăварнă.  Ватăсем кăҫал раштав уйăхĕн 27,28,29-мĕш кунĕсенче пенси пулăшăвĕсене тивĕҫĕҫ.

Социаллă пенси пирки сăмах пуҫарнă май, 2019 ҫулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа вĕсен виҫи 2,4 процент чухлĕ хăпарать, ăна Чăваш Енре пурăнакан 26,5 пин ҫын тивĕҫет. Ҫăмăллăхсем ытти категорире тăракан ҫынсен пĕтĕмпех упранса юлаҫҫĕ тесе хыпарланă Раҫҫей Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки халăха вăхăтра пĕлтерсе тăмалла хыпарсене тесе асăрхаттарса каланă ертӳҫĕсене паянхи канашлура.  



24 декабря 2018
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter