Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Яланхиллех ĕҫе Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем хутшăннă.  

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  канашлăва пухăннисене республикăн строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫакан ҫĕнĕ ертӳҫипе Алексей Грищенкăпа паллаштарнă, ăна ҫирĕплетни пирки ĕҫ хутне алă пуснине хыпарланă. Пысăк профессионал, строительство ĕҫĕнче сахал мар вăй хунă тесе каланă вăл сăмаха тăсса.

Федераци шайĕнче регионсенчи пысăк должноҫре тăракан ҫынсен ĕҫ-хĕлне хакламалли ҫул-йĕрсене палăртнине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Влаҫа халăх шанни, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарни, ĕҫ укҫин виҫи, халăх йышĕ ӳсни, пурăнма ҫурт-йĕр условисене лайăхлатни, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕҫтерни, тăван тавралăха упранин кăтартăвĕсене кулленех ҫивĕч тĕрĕслесе тăрасса палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пĕтĕмпе 15 направленипе ертӳҫĕсен ĕҫне хакласса асăннă Пуҫлăх сăмах май, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртес тесен, мĕнпур шайри влаҫра ĕҫлекенсен тăрăшмаллине каланă.

«Эпир Раҫҫей Президенчĕн пĕр командинче ĕҫлетпĕр. Патшалăхăн тата ҫынсен прависене хӳтĕлесси тĕп приоритет.  Пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн пирĕнтен кашнин ҫине тăрсах ĕҫлемелле», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Республикăра вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе тăратнине хыпарланă регион Ертӳҫи. Бюджетăн кашни виҫҫĕмĕш тенки вăл сферăран куҫать. «Предпринимательсен ҫул-йăрне пирĕн хупса пыма ирĕк ҫук. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ предприятисем хута кайчĕр тесе пирĕн ĕҫлемелле, вĕсен пуăшуҫисем пулса тăмалла», –  тенĕ Ертӳҫĕ.  

Тĕп кăтартусенчен пĕри – регионти автомашина ҫулĕсен пахалăх шайĕ.

Ҫу уйăхĕнче кăларнă Раҫҫей Президенчĕн указĕнче «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» патшалăх программи пур. Апла пулсан, унпа регионсенче тĕллевлĕн ĕҫлемелле, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсем ҫине те тимлĕх уйăрмалла, пĕр сăмахпа каласан пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла, объектсен пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра пулмалла тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Пур ҫавăн пек субъектсем, унта регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ объектсем пĕр тан. Паллă, вĕсене федераци центрĕнчен сахал мар укҫа куҫать. Пирĕн республикăра регионти ҫулсем пурĕ те 13 процент ҫеҫ йышăнаҫҫĕ ытти 87 проценчĕ вырăнти пĕлтерĕшлисем.  Михаил Игнатьев муниципалитетсенчи автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарма федераци центрĕнчен укҫа ыйтма, кирлĕ пек предложенисем тăратма чĕнсе каланă.

Паян канашлура республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 11 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта мĕнпур кăтартусем пысăк тесе хакланă, ӳсĕм чылай пуррине палăртнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева докладра республикăн промышленноҫ производствин калăпăшĕ 101,1 процентпа танлашнине хыпарланă.  «Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле кăтарту 1,5 процента ҫити хăпарасса шанатпăр»,  – тесе хушса каланă вăл.

Светлана Ананьева Тракторсен завочĕ Концерн таварсен калăпăшне ӳстернине асăннă. Кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен пурĕ предприятине 1603 ҫынна ĕҫлеме илнине ырă хыпара каланă. «Техмашхолдинг» ТМЯО ăнăҫлă ĕҫлесе пырать, тавар калăпăшĕ 9,6 хут нумайланни сисĕнет тенĕ вăл. «Ҫеҫпĕл»  ЧП АХО тухăҫлăхĕ хăпарнă, 9,3 процент чухлĕ ӳснĕ.   Ҫĕмĕрлери завод шăпи те лайăх, вĕсен те кăтарту самай ырă енне куҫнă.  

Хими промышленноҫ таварĕсем анлă сарăлнă, вĕсене те хапăл тусах туянаҫҫĕ. Апла пулсан, предприятийĕн тупăш хăпарни сисĕнет. «2018 ҫулта инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртнине кура, халăх валли пысăк технологиллĕ ҫĕнĕ 2 пин ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Кăтартăва ҫитес ҫул тата та лайăхлатма плана кĕртнĕ», –  каланă Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Кăҫал  ĕҫ укҫин виҫи вăтамран 10,3 процент чухлĕ хăпарнă. Апла пулсан, пĕтĕмпех лару-тăру йĕркеллĕ мĕнпур тытăмра. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов  ял хуҫалăх таварĕсем пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă. Кăтарту пысăк, производство таварĕсен индексĕ 101,2 процента ҫитесси куҫкĕретех тенĕ вăл.   Республикăра официаллă майпа ĕҫсĕр тесе шутланакан ҫынсен шучĕ пысăк мар, кăтарту 3,6 процент чухлĕ чакнă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче халăхăн ĕҫ укҫи ӳсни самай курăнать тенĕ, ытларах водительсем, сварщиксем, ҫуртсенче кирпĕч хуракансем шалу укҫине пысăк илсе тăраҫҫĕ, 35-40 пинрен кая мар вĕсене тӳлеҫҫĕ тесе сăмаха ҫирĕплетсе каланă.   



24 декабря 2018
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter