Алексей Грищенкăна Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан пулма ҫирĕплетнĕ

И.о. министра строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики назначен Алексей ГрищенкоРаштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Алексей Грищенкăна Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан пулма уйӑрса лартни ҫинчен калакан  Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ҫĕнĕ должноҫри ҫынпа тĕл пулса калаҫнă май, регион Пуҫлăхĕ палăртнă тытăма аталантармалли тĕллевсем пирки каласа панă.  Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указ пирки тӗплӗн чарăнса тăнă, 2024-мĕш ҫулсем валли палăртнă ҫул-йĕрсем ҫинчен канашланă. Кăтартусене асăннă тапхăр тĕлне 1,5 хут ӳстерме плана кĕртмелле тенĕ вăл.  Ҫитес ҫул та граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ĕҫ малалла пырасса, хула хутлăхне хăтлăлатас ыйту та кун йĕркинчех пуласса пĕлтернĕ.

«Сирĕн ума лартакан ыйтусем ҫĕнĕлĕхсем мар. Паха ĕҫ  опычĕ пур. Профессионализм тени те пысăк сирĕн. Строительство отраслĕнче сахал мар тăрăшнă», тенĕ Михаил Игнатьев. Алексей Грищенко кандидатурине строительство тытăмĕнче ĕҫлекен элита сĕннине палăртнă вăл сăмах май.

Пысăка хурса хакланăшăн тата шаннăшăн Алексей Грищенко регион Ертӳҫине тав тунă.

«Тĕллевсене пурнăҫлассишĕн яваплăха туйса ĕҫлеме шан­таратăп.  Регионта малта пыракан строительство комплексĕ­семпе килĕштерсе ĕҫлесе программăсене пурнăҫлама палӑртатăп», тенĕ ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче халăха хăтлă  хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйту пирки те сăмахланă. Кунсăр пуҫне йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ҫĕнĕ йĕрке пирки чарăнса тăнă.

Алексей Грищенко 1968 ҫулта Ростов облаҫĕнчи Сальский районĕнчи Санда салинче ҫуралса ӳснĕ. Аслă пĕлӳ илнĕскер строительство пайĕнче 25 ҫул ытла вăй хунă.

Фоторепортаж



24 декабря 2018
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter