Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешекен Комитетăн ларăвне хутшăннă

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешекен Комитетăн ларăвне хутшăннă. Ку хутĕнче мероприятине видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ, ăна Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ Владимир Колокольцев йĕркелесе ертсе пынă.  Ку йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусем – патшалăхăн реабилитаци центрĕсене хута ярасси, вĕсен пуласлăхĕ.

«Наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă стратегиллĕ планра асăннă ыйтăва кĕртнĕ, вăл приоритетлă шутланать», – тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ.      

Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче палăртнă тытăмра ҫав тери нумай ĕҫ йĕркелесе ирттернине хыпарланă вăл.  Раҫҫейри мĕнпур регионсенче наркотиксен «аллине» лекнисене сиплеме май паракан реабилитаци центрĕсем ĕҫленине, плансене те ҫирĕп пăхса тухса йышăнса хăварнине асăннă Министр.

Ҫĕршывра патшалăхăн наркотика хирĕҫ кĕрешекен службисем тата вĕсен филиалĕсем сахал мар, 11-ре ҫитнĕ. Центрсенче пĕтĕмпех комплекслă ĕҫленине, вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк тесе хакланă Министр, чирлисене туххăмрах сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳнине палăртнă сăмаха тăсса.  Кунсăр пуҫне Вырăс православи чиркĕвĕ те пысăк витĕм кӳрет тенĕ ертӳҫĕ.

Чăваш Енре наркотика парăннисене сиплеме май паракан патшалăхăн мар учрежденисем пур, вĕсем:  «Свобода» регионти обществăлла организаци,  «Центр социальной реабилитации лиц, находящихся в трудной жизненной ситуации» ЧРОО тата «Здоровая Нация» ЧРОО. 2018 ҫулта чирлисене сиплеме, комплекслă пулăшу пама 352 пин тăкаклама плана кĕртнĕ (2017 ҫулта кăтарту – 176 пин танлашнă).   Пулăшупа 9 ҫын сипленсе тухнă тата 11-шĕ кăҫал сывлăхне ҫирĕплетет.

Паянхи ларура ытти ҫивĕч ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

Фоторепортаж



24 декабря 2018
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter