Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской Республике Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин коррупцине хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ. Мероприятине республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.  

Ĕҫе пухăннисем ҫул-йĕрсем валли бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕпе тухăҫлă усă курмаллине, унпа тĕллевлĕ тăкакласси те кун йĕркинче тăнине асăннă.

Чăваш Енре Ҫул-йĕр фондне юлашки ҫулсенче сахал мар укҫа пăхса хăвараҫҫĕ, кăтарту 2,5 хут ӳсни куҫкĕретех. 2010-мĕш ҫулта пурĕ те 1,9 млрд кăна уйăрнă пулсан, 2018 ҫулта 5,03 млрд  куҫарма плана кĕртнĕ.

ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри УФАС тытăмĕпе вĕсем килĕшсе ĕҫленине, конкурс тапхăрĕсене ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине пĕлтернĕ.  

«Министерство ĕҫченĕсем 2018 ҫулта пĕтĕмпе 21 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Бюджет укҫипе тĕллевлĕ усă курман тесе  йĕрке пăснă икĕ тĕслĕхе тупса палăртнă», –  тесе каланă Андрей Семенов.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕрĕслевсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, хăш-пĕр йĕркесĕрлĕхпе паллаштарнă.    

Ведомство пурĕ 243,1 млн финанс тĕлĕшĕнчен йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă. Светлана Енилина Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерствине контракт хакĕсемпе асăрхануллă пулмаллине, тимлĕхе ҫухатма юраманнине чĕнсе каланă.    Бюджет укҫи-тенкипе пурин те тухăҫлă усă курма пĕлмелле, йĕркене ҫирĕп пăхăнмалла тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин финанс министерствин ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр подрядчиксене «сăрă схемăсемпе» ĕҫлеме юраманнине, кăлтăксем сиксе тухма пултарассине асăрхаттарнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтанах профилактика ĕҫĕсемпе ĕҫлемеллине палăртнă. Йĕрке пăсакансем пирки хыпарсене пĕлтермеллине, ӳлĕмрен ыттисем вĕсене курса, ун пек инкексем кăларса ан тăратчĕр тесе тăрăшмалла тенĕ вăл.   

Чăваш Республикинчи тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова хăйĕн докладĕнче 20172018-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе 9 тĕрĕслев йĕркеленине хыпарланă, 152,8 млн йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине каланă.  Муниципалитетсенчи 10 контрактпа йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан самантсем пуррине палăртнă вăл. Таврана илемлетме витĕм кӳрекен курăка технологисене пăхăнса акманни курăнать тенĕ ертӳҫĕ. Енчен те климат условийĕсем япăх вăхăтра ĕҫсене пурнăҫланă пулсан, бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курманнине ҫирĕплетме пултарать тенĕ сăмаха тăсса, кăтарту та сахал мар, 6 287,2 пин тенкĕне ҫитнĕ тесе пĕлтернĕ Светлана Аристова.

Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳҫи Олимпиада Ананьева хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал регионта федераци енчен куҫакан укҫапа тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхсем пачах та пулманнине асăннă, пур-пĕрех тепре чухне бюджет отчетне тăратнă чухне йĕркене пăхăнманни сисĕнкелет тенĕ вăл.   

«Бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курнă.  Объектсен пахалăхне специалистсем кулленех тĕрĕслесех тăраҫҫĕ.  Тĕрĕслевсем те сахал мар пулнă. Пĕтĕмлетӳсем йĕрке пăснă тĕслĕхсем ҫуккине ҫирĕплетеҫҫĕ», палăртнă  министр Владимир Иванов.

«Укҫана халăх валли тăкакламалла. Бюджетран куҫакан кашни тенкипе тĕллевлĕн усă курмалла», тесе тепĕр хут асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмах май, Чăваш Республикин транспорт министерствин ертӳҫине кирек-епле ыйтусене те кулленех ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине, бюджетран куҫакан укҫапа вăхăтра тата тĕллевлĕн объектсене валли тăкакламаллине аса илтерсе хăварнă.  

Вăрнар тата Патăрьел районĕсенче йĕрке пăснă тĕслĕхсем пуррине ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен прокуратуринче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен пай пуҫлăхĕ Денис Васильев. «Маларах йĕркеленĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсене Комисси ларăвĕсенче тарăн сӳтсе явнă.  Муниципалитет ертӳҫисем хăйне евĕр ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илсе палăртса хунă. Калăпăр, акă юлашки икĕ тĕрĕслевре йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулмарĕҫ», тенĕ вăл.   

Обществăра информаци тĕлĕшĕнчен усал хыпарсене сарассинчен асăрхаса йĕркелесе ирттернĕ мероприятисемпе Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов тата Сергей Кудряшов Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ тарăн ăнлантарса панă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Управленийĕн ертӳҫи, коррупцине хирĕҫ кĕрешес тата обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтусемпе ĕҫлекен Сергей Галошев Комиссийĕн планĕ пирки каласа кăтартнă, 2019-мĕш ҫулсем валли палăртнă тĕллевсем пирки чарăнса тăнă.     

Фоторепортаж 



25 декабря 2018
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter