Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх наградисене парса чысланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев вручил государственные наградыРаштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисене Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă.

«Эпир лайăхран та лайăхраххисене, чи пултаруллисене, пысăк хисепе тивĕҫнисене саламлама пуҫтарăннă.  Вĕсемпе эпир мăнаҫланатпăр.  Пирĕн хушăмăрта Раҫҫей Федераципе Чăваш Республики умĕнче пысăк хисепе тивĕҫнĕ  ентешсем. Вĕсем хăйсене професси тĕлĕшĕнчен ҫӳллĕ шайра кăтартса пама пĕлнĕ. Ырă тĕслĕхĕ ҫитĕнекен ҫамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсем ыттисене ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума вăй-хăват кӳреҫҫĕ, пуҫаруллă ĕҫлеме хавхалантараҫҫĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пухăннă маттурсене саламланă май.

Чăваш Енре ĕҫлесе пурăнакан хастарсене, пысăк хисепе тивĕҫнисене ырланă, хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн тав тунă. «Эсир хăвăрăн ĕҫе юрататăр.  Таса чунпа яланах шанса панă ĕҫе пурнăҫлатăр.  Ĕҫчен, пысăк тавракурăмлă граждансем, тăван ен, Раҫҫей, Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшни куҫкĕретех. Эсир ҫĕршывăн тĕп пуянлăхĕ шутланатăр», сăмаха малалла тăснă вăл. Регион кулленех ҫирĕп аталанса пынине палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута каяҫҫĕ. Пӗтӗм ҫӗршывӑмӑршӑн пекех, Чӑваш Республикишӗн те 2018 ҫул пултаруллӑ ӗҫлевпе аталану ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ача сачӗсемпе шкулсем, ҫулсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем тата спорт объек­чӗсем ҫĕкленеҫҫĕ. Республикӑра пурӑнма, ӗҫлеме тата ачасене пӑхса ӳстерме лайӑх майсем пулччӑр тесе  тăрăшрăмăр тенĕ Пуҫлăх.

Экологи ыйтăвĕсемпе тĕллевлĕ ĕҫленĕ. Пирĕн регионăн ырă тĕслĕхпе ытти субъектсенче анлă усă кураҫҫĕ.

Раҫҫей Президенчĕ халăхăн пурнăҫ условине кулленех лайăхлатса пымалли пирки асăнать. Ăна тĕпе хурса, пирĕн республикăра та пуҫарулă проектсемпе граждансем активлă ĕҫлеме пуҫланă. Пĕтĕмпе 250 проект халăх кăмăлне кайнă. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртнĕ, ялсенче условисем тата та лайăхланнă, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче пĕтĕмпе 300 яхăн проект пурнăҫланнă.  Граждансем ҫак ĕҫе питĕ хастар хутшнаҫҫĕ.  Тăтăшах вĕсем влаҫри ҫынсене паха сĕнӳсем парса пулăшаҫҫĕ. Пĕрле килĕшсе ĕҫлени курăнать. Ҫывхарса килекен 2019 ҫул Чӑваш Республикипе унӑн ҫыннисем­шӗн экономикӑна ӳстермелли, социаллӑ сферӑна, культурӑна тата спорта лайӑхлатмалли ҫӗнӗ мелсем уҫасса, кӑтартусене сыхласа хӑ­варма, ҫитӗнӳсене ӳстерсе пыма май парасса ҫирӗппӗн шанса тӑра­тӑп тенĕ шухăша пĕтĕмлетсе Ертӳҫĕ. Республикăра сывлăх сыхлавĕ вăй илет, учрежденисем модернизациленеҫҫĕ, юлашки ҫулсенче  179 ФАП, 11 поликлиника уҫнă. Ку енĕпе ĕҫ малалла та пырассине палăртнă Пуҫлăх.  

Вĕренӳ тытăмĕ ҫирĕпленет. Пултаруллă ачасене аталанма кирлĕ пек условисем йĕркеленеҫҫĕ.  Тĕрлĕ центрсем ҫĕкленеҫҫĕ. Пирĕн республикăри ĕҫсене РФ ытти субъектсем ырлаҫҫĕ, хăйсем патĕнче ĕҫе кĕртессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Ҫамрăксем ҫĕршыва хӳтĕлессишĕн, пĕтĕм тĕнче шайĕнче пулакан чемпионата хутшăнаҫҫĕ, ăмăртусем 2019 ҫулта Хусанта иртеҫҫĕ тесе хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.  

Ҫĕнĕ ҫул ҫывхарса килет, ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума чĕнет. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле пухăнса кăтартусене лайăхлатассишĕн ҫине тăрсах вăй хумалла.  Республика умĕнче пысăк ĕҫсем пур. Раҫҫей Президенчĕ наци проекчĕсене палăртнă, вĕсене пурнăҫлассишĕн ĕҫлемелле. Федераци программисене тĕпе хурса регионти проектсене вăхăтра пурнăҫа кĕртмелле, чăрмавсем кăларса тăратмалла мар, пурин те малалла талпăнмалла. Планри пур ĕҫпе те тĕллевлĕн   тăрăшсан, ӳсĕм пулатех тенĕ Михаил Игнатьев. «Ҫывхарса килекен уяв кунӗсенче кашни килтех ача сасси хаваслӑн илтӗнсе тӑ­тӑр. Сирӗн ҫемйӗрсене пӗтӗм чунтан савӑнӑҫ сунатӑп, килĕшӳ ялан хуҫалантăр. Тулли телей сире, хаклӑ ентешсем! Ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!», – тенĕ Михаил Игнатьев. Наградăна тивĕҫнисем Чăваш Республикин Пуҫлăхне хăйсене ҫакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, хисеп туни малашне те ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме хавхалантарнине пĕлтернĕ.     

Фоторепортаж



25 декабря 2018
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter