Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăх сыхлавĕн тата Спорт министерствисен коллегин анлă ларăвне хутшăннă

Состоялось совместное расширенное заседание коллегий Минздрава и Минспорта ЧувашииРаштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăх сыхлавĕн  тата Спорт министерствисен коллегин анлă ларăвне хутшăннă.

Мероприятине унпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ  – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Богаратов, коллегин членĕсем,  спорт организацийĕн ертӳҫисем, тĕрлĕ спорт федерацийĕн пуҫлăхĕсем, Сывлăх сыхлавĕн штатра тăман чылай специалист хутшăннă.  

Пухăннă ĕҫчешсем умĕнче калаҫнă май, Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указĕнче халăхăн йышне ӳстерес, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансен шутне пысăклатас, ĕмĕре тăсас ыйтусем хăйсен тĕп вырăнне тупнине тепĕр хут каласа хăварнă. Мĕнпур тĕллевсене вĕҫне-хĕрне ҫитерес тесен пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшса ĕҫлемеллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. Кирек-епле ыйтăва та комплекслă татса пама вĕренсе пымалла тесе палăртнă Ертӳҫĕ.  Тăван тавралăха упрас, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне ҫирĕплетес ĕҫсене пур тытăмра вăй хуракансен те пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăннă.

«Массăллă спорта аталантарассипе Раҫҫей шайĕнче Чăваш Республики тивĕҫлĕ вырăн йышăнать.  Чи вăйлă аталанса пыракан вунă субъект хушшинче пирĕн республика», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. Ачасен спорчĕ вăй илсе пырать.   Ҫĕршывăн пĕрлештернĕ спорт ушкăнĕнче Чăваш Республикин хастарĕсем чылайăн. Нумай ҫулсем хушши спорт инфратытăмне ҫĕнетес тесе бюджетран сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланă тенĕ вăл сăмах май.

«Республикăра спортпа аталанмалли учрежденисем чылай.  Пур ҫавăн пек объектсем, халăх сахалтарах ҫӳрет. Апла пулсан, вĕсене ытларах спорта чĕнмелле, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмелле. Кăтартăва 100 процент патне туртса пымалла», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Вĕрентӳ тытăмĕнче те спорта ҫӳремелли учрежденисем сахал мар.  Вĕсенче пĕтĕмпе 1000 ытла специалист вăй хурать. Регион Пуҫлăхĕ пурне те, ҫав шутрах тренерсене те спорта аталантарас ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăҫтарсан, ӳссе ҫитсен вĕсем пысăк профессионалсем пуласси куҫкĕретех пулĕ тенĕ Ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов профилактика ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă, чирсем вăраха кайса аптратасран асăрханса йĕркеленĕ мероприятисем ҫинчен каласа кăтартнă. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни, шăпах та ĕмĕре тăсма пулăшать тенĕ министр хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.  Сывлăх профилĕ пирки ăнлантарса панă канашлăва пухăннисене. Ăна пурнăҫласа пыма пысăк укҫа-тенкĕ тăкаклама та кирлĕ  мар тенĕ вăл сăмах май.

Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Богаратов халăх хушшинче спорта ытларах аталантарас ыйтусем пирки каласа хăварнă. Кулленех спортпа туслă ҫын ĕҫре те пултаруллă, унăн ӳсĕмĕсем те пысăк тесе хакланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

2018 ҫулта республикăра пурăнакансенчен 43,5 проценчĕ спорта кашни кун ҫӳрет тесен те йăнăш мар.  Ытларах ачасемпе ҫамрăксем кĕлетке-ҫурăма хускатма юратни сисĕнет. Аслă ҫулсенчи ватăсенчен 7 проценчĕ спорта кăмăллать, апла пулсан, граждансем сывă пурнăҫ йĕркине хисеплеҫҫĕ.

Спорта явăҫтармалли тепĕр пысăк мел ГТО.  Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне регионта ГТО порталĕнче 134  пин  те 421 ҫын регистрациленнĕ, вĕсенчен 27,7 проценчĕ ГТО нормисене тултарнă тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.

Роспотребнадзор Чăваш Енри уйрăмĕн Ертӳҫи Надежда Луговская апат-ҫимĕҫ пахалăхĕсемпе ҫыхăннă ыйтусем тавра калаҫнă.  Ачасен апатланăвĕ ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл. Халăх ытларах углевод пур ҫимĕҫе кăмăлланине, ăна кура ҫынсем хăвăрт мăнтăрланса кайнине, чĕре чирĕ вăй илнине ытти амаксем те граждансене чăрмав кӳме пултарассине асăрхаттарса хăварнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫынсене усăллă хыпарсене лайăх ăнлантарса памаллине, сиенсем пирки те каласа кăтартмаллине, тĕрĕс апатланни кашнин пурнăҫне тăсма витĕм кӳнине чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж



26 декабря 2018
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter