Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче патшалăх программисен проекчĕсене тишкернĕ

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Председатель Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Патшалăх программисен 3 проект ĕҫне пăхса тухнă ларăва пухăннисем.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов Чăваш Енри патшалăх программисен тĕп ҫул-йĕрĕсемпе паллаштарнă. Хăрушлăхсăр паха ҫулсем, ҫутҫанталăк газĕпе ытларах автомашинăсене ҫӳреттересси, пассажирсен транспорчĕсем тата ытти ыйтусем тавра тарăн чарăнса тăнă министр.  Патшалăх программи виҫĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕресси паллă. 2019–2035-мĕш ҫулсене валли сахал мар пысăк ĕҫсем пăхса хăварнă.  Объектсен ĕҫне пĕтĕмпе 64 млрд тăкакланасси планра пур.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче ЖКХ модернизацилес енĕпе пăхса хăварнă патшалăх программи пирки калаҫнă. Халăха паха шывпа тивĕҫтересси кун йĕркинчех тăрать. ЖКХ тытăмĕнчи инфратытăма ҫĕнетесси те актуаллă шутланать.  2019–2035-мĕш ҫулсенче палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫлама мĕнпур ҫăлкуҫсенчен пурĕ 6,3 млрд уйăрнă, вăл шутран 2019 ҫулта 883,3 млн уйăрнă.

Граждансене социаллă тĕрев парасси ыйту та пĕлтерĕшлĕ, кун пирки Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тĕплĕн ăнлантарса панă. Программăпа килĕшӳллĕн аслă ҫулсенчи ватăсене тимлĕх уйăрасси, сусăрсене тĕрев парасси, амăшĕсене тата вĕсен ачисене хӳтлĕхпе тивĕҫтересси ҫивĕч ыйтусем пулса тăраҫҫĕ.  Айван пурăнакансен шутне чакарасси те кун йĕркинче пур, 2036-мĕш ҫлсем тĕлне кăтартăва 2 хут сахаллатма тĕллев лартнă. Патшалăх программипе ĕҫлеме пурĕ 121 млрд пăхса хăварнă, федераци хыснинчен – 37 млрд, республика бюджетĕнчен 78 млрд, ытти ҫăлкуҫран 6,2 млрд куҫасси планра пур. Ларура кун йĕркине тăратнă ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



26 декабря 2018
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter