Правительство ҫуртĕнче Чăваш Енри патшалăх ĕҫĕнчи чи ăста граждан служащийĕсене тата муниципалитет служащийĕсене хаваслă лару-тăрура чысланă

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Енри патшалăх ĕҫĕнчи чи ăста граждан служащийĕсене тата муниципалитет служащийĕсене хаваслă лару-тăрура конкурс ҫĕнтерӳҫисем пулнă май чысланă.  Палăртнă мероприятине патшалăх влаҫ органĕсен ертӳҫисем, конкурс йĕркелӳҫисен членĕсем, кадрсен службисенче тăрăшакансем, вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳҫисем, никама пăхăнман экспертсем хутшăннă.  

Пухăннă ҫынсене конкурсăн председателĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев ăшшăн саламланă.   Патшалăх службинче квалификациллĕ специалистсене тытса тăма витĕм кӳрекен майсем пирки чарăнса тăнă.  

Паянхи куна илес пулсан, пурĕ Чăваш Республикинче патшалăх влаҫ органĕсенче 1275 ҫын ĕҫлет. «Юлашки ҫулсенче, вунă ҫул хушшинче вĕсен йышĕ курăмлăнах чакрĕ, кăтарту 24 процент пĕчĕкленнĕ.  Ҫав вăхăтрах ыттисем ҫине те пысăк яваплăх лекет, вĕсен ытларах ĕҫлеме тивет», тенĕ Юрий Васильев сăмаха пуҫланă май.  Вакантлă должноҫсем нумай тапхăр хушши пушă тăни, час-часах патшалăх граждан служащийĕсем ылмашăнни те ĕҫе чарса пырать тенĕ вăл.   Лару-тăрăва лайăхрах енне куҫарас тесе, наставничество институтне  регионта йĕркеленĕ. Специалистсен пĕлӳ шайне те кулленех ӳстерсе тăнине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

«Патшалăх граждан служащийĕсем таса чунлă, пысăк тавракурăмлă специалистсем. Вĕсем пысăк профессионалсем пулни куҫкĕретех. Вĕсем мĕнпур ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ. Кун пирки яланах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ те кулленех ҫирĕплетсех калать», тенĕ Юрий Васильев. Патшалăх влаҫ органĕсенче ĕҫлекен етӳҫĕсене конкурс ҫĕнтерӳҫисене ятарлăн хавхалантармаллине, вĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх пулнине, хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа таса чунпа пурнăҫланине асăннă. Вĕсем йывăрлăхсенчен нихăҫан та хăрамаҫҫĕ, яланах ĕҫе кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пыраҫҫĕ тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи. Конкурс ҫĕнтерӳҫисене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал, ăнăҫусем суннă, 2019-мĕш ҫул ыррине ҫеҫ пурнăҫра парнелетĕр тенĕ. Карьера пурин те ӳсмелле пултăр тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Ҫӳлерех палăртнă конкурса регионта йăлана кĕнĕ тăрăх кашни ҫул ирттереҫҫĕ. Кăҫалхипе  вăл 8-мĕш хут пулчĕ.

Ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫекенĕ – Чăваш Республикин Финанс министерствин казначейство управленийĕн пуҫлăхĕ Игорь Смирнов пулса тăнă.  Унăн проекчĕ бюджет ĕҫне уҫăмлатассипе ҫыхăннă.  

Хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухаканĕ – Чăваш Республикин  сывлăх сыхлавĕн министерствинче тимлекен пай пуҫлăхĕ Зоя Григорьева. Унăн проекчĕ шкул медицини ятлă. Чăннипех те кăткăс ыйтăва хускатнă специалист хăйĕн проектĕнче. Виҫҫĕмĕш вырăна конкурсра тухаканĕ  Надежда Железцова, вăл Экономика министерствинче вăй хурать.

Муниципалитет служащийĕсем хушшинче ирттернĕ конкурсра мала тухаканĕ Марина Богданова, вăл хулара Ленин районĕн администрацийĕнче ЗАГС пай пуҫлăхĕ пулса тăрăшать.  Вăрнар районĕнче Пăртас ял тăрăхĕн администрацийĕнче тимлекен специалист-эксперт Елена Никитина та ăнăҫлă проект хатĕрленĕ, вăл ыттисене кая хăварса мала тухнă. Ҫĕнтерӳҫĕсене пурне те дипломсем тата парнесем  парса чысланă.   

Ҫакăн евĕр конкурссене ирттерни, специалистсен тавракурăмлăхне хăпартса пыма, пĕлӳ шайне ӳстерме витĕм кӳрет. Тепĕр тесен, ҫĕнтерӳҫĕ пулни малалла ăнтăлма, пысăк ҫитĕнӳсемпе ӳлĕмрен те ĕҫлеме хавхалантарса пырать. 

Фоторепортаж



26 декабря 2018
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter