Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче Ҫăлавҫă кунне халалласа торжествăлла пулăм пулса иртнĕ

Раштав уйăхĕн  27-мĕшĕнче Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленинче Ҫăлавҫă кунне халалласа торжествăлла пулăм пулса иртнĕ.

Мероприятине Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин видеосалам янинчен пуҫланă.  «МЧСра ĕҫлекенсем кирек-епле кăткăс вăхăтра та туххăмрах инкеке лекнисене ҫăлма ҫитеҫҫĕ.  Ҫирĕп йышăнусем туса, йывăр лару-тăрăва сирсе яма витĕм кӳреҫҫĕ», – тесе каланă.  

Раҫҫей Федерацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусене сирсе ярассипе ĕҫлекен Министр Евгений Зиничев хăйĕн саламĕнче вĕсен службинче тăрăшакансем ӳлĕмрен те тĕллевлĕн ĕҫлесе, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн ырми-канми тăрăшасса шанса каланă. «Кирек-епле регионта та пирĕн ҫăлавҫă текенсен миссине ҫӳллĕ шайра пурнăҫламалла. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелле. Вăхăта вăраха тăсмасăр, хамăра шанса панă ĕҫсене тĕллевлĕн пурнăҫламалла», – тесе ҫырнă салам йĕркисенче.

Службăра ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансене, паянхи кун ҫăлавҫă миссине пурнăҫлакансене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламланă.  

Чăваш Ен Правительствин Председателĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хайланă ырă сăмахĕсене вуласа панă.  «Чӑваш Ен ҫӑлавҫисем темле йывӑр лару-тӑрура та пысӑк ӑсталӑх­па тата килӗшӳллӗн те кал-кал ӗҫлеме пултарнине пӗр хутчен кӑна мар кӑтартса пачӗҫ. Майсӑр лару-тӑрӑва сирсе яма шӑпах эсир чӑн малтан пырса ҫитетӗр, техникӑпа ҫут ҫанталӑк сӑлтавӗсене пула сиксе тухнӑ пушарсенче, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсенче, шыв илнӗрен тата ытти синкерте шар курнӑ ҫынсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу паратӑр. Вӑхӑтра тунӑ ӗҫсене пула ҫӗршер ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма,  ăнсăртран сиксе тухма пултаракан инкексен шутне сахаллатма, пур­лӑх тӗрӗс-тӗкеллӗхне тивӗҫтерме май килет. Эпир ҫӑлав службисене техника тата ытти хатӗр-хӗтӗр тӗлӗшӗн­чен пуянлатасси ҫине яланах тимлӗн пӑхатпӑр. Эсир республикӑра пурӑнакан ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес­сишӗн малашне те мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвасса ҫирӗппӗн шанса тӑ­ратӑп. Сире ырми-канми ӗҫӗршӗн тата тивӗҫе парӑннӑшӑн тавтапуҫ», – тенĕ салам йĕркисенче.

Палăртнă кун ĕҫчешсене Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн ертӳҫи Станислав Антонов саламланă, 2018 ҫулта ҫăлавҫăсем 731 ҫынăн пурнăҫне ҫăлса хăварнине, граждансен пурлăхне 623 млн перекетлесе хăварнине пĕлтернĕ.

Савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова, Шупашкар хула пуҫлăхĕ  Евгений Кадышев тата ытти официаллă ҫынсем саламланă. Палăртнă кун, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса  хавхалантарнă.

Фоторепортаж



27 декабря 2018
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter