Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Держава XXI век» нацин комплекслă программин йĕркелӳ комитечĕн анлă ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в расширенном заседании оргкомитета национальной комплексной программы «Держава XXI век»Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Держава XXI век» нацин комплекслă программин йĕркелӳ комитечĕн анлă ларăвне хутшăннă.  Палăртнă мероприяти Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатинче иртнĕ.  Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе актуаллă икĕ темăна пăхса тухнă. «Ҫĕнтерӳ ялавĕ 2015–2020» программа тата SKYLEAF ECO TV экологи ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен пĕрремĕш обществăлла телевидени хута кайни пирки.

Мероприятине ертсе пыраканĕ «Чĕрĕ планета» халăхсен хушшинчи экологи юхăмне аталантарса пыракан правленийĕн председателĕ, РАЕН академикĕ, биологи наукисен докторĕ, профессор Николай Дроздов. Халăха ҫут ҫанталăка упрама вĕрентес ыйтусене массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемсĕр илсе ҫитерме хĕн тенĕ вăл. Экологи тытăмне тĕпчесе тĕрлĕ ыйтусене халăх патне илсе ҫитерме витĕм кӳрекен экологи енĕпе ĕҫлекен пĕрремĕш телевидени йĕркелесе яни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă ертӳҫĕ.  Кун пек йышăну туни  обществăшăн питĕ усăллă тенĕ сăмаха малалла вакланă май.

Юлашки вăхăтра халăхпа тăтăшах тĕл пулса калаҫнă май, вĕсене ытларах экологи ыйтăвĕсем хумхантарнине пĕлтернĕ Николай Дроздов. Регионсенчи ăнăҫлă проектсем пурнăҫа кĕни пирки экологи ыйтăвĕсене ҫутатса паракан телевидени халăх патне тĕрлĕ ырă хыпарсене туххăмрах илсе ҫитернине асăннă вăл.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем РФ Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указра экологи теми тĕп вырăн йышăннине те палăртса хăварнă. Тавралăха тирпей-илем кĕртесси, ҫут ҫанталăка упрасси шăпах та, актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать тенĕ ертӳҫĕсем.

РАЕН академикĕ, биологи наукисен докторĕ, Николай Дроздов профессор хăйĕн сăмахĕнче ырă самантсем пирки аса илнĕ, пĕтĕм кăмăлтан пĕр хутчен те ҫеҫ мар  Чăваш Республикинче пулнине палăртнă. «Чăваш Енĕн тĕп хули пуласлăх аталанăвĕ, экологи енчен таса вырăн, хитре. Халăха пурăнма хăтлă условисем пурри те куҫкĕретех», –  пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă ертӳҫĕ.  Сирĕн паха тĕслĕхе ытти субъектсене кăтартса памалла, эфирта кăтартса халăхсем патне илсе ҫитермелле тенĕ вăл шухăша пуҫласа.

Михаил Игнатьев тĕлпулу вăхăтĕнче хăнасене Чăваш Республикине ҫитсе курма йыхравланă.  Регионта пурнăҫа кĕрекен проектсене курса ĕненме ыйтнă. Темиҫе ҫул та ĕнтĕ икĕ хулара – Шупашкарта тата Ҫĕнĕ Шупашкарта  пурăнакансем усал ҫӳп-ҫап шăрши таврара сарăлнăшăн пăшăрханса пурăннă пулнă. Халĕ вара палăртма кăмăллă, пысăк проект йĕркелесе пурнăҫа кĕртнĕ, ҫӳлерех асăннă хуласем ҫывăхăнче тирпейлĕх хуҫаланать, йăлари хытă каяшсене тĕпрен пухса тирпейлесе пыраҫҫĕ. Условисем чаплă, пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ҫанталăка тата тăван тавралăха упрассипе ĕҫлекен патшалăхăн тĕп инспекторĕ Наталья Соколова та Чăваш Ен пирки ырăпа аса илнĕ, чăнласах та пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине ҫирĕплетсе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Савăнтармаллипех савăнтарать, Чăваш Республикинче экологи ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрни. Сирĕн ĕҫ ытти регионсемшĕн питĕ кăсăклă», – тенĕ вăл сăмаха май.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫĕнĕ йĕркесем пурнăҫа кĕме тытăннă, пĕрлехи регион операторĕ ĕҫлесе кайнă.

Николай Дроздов Раҫҫей Федерацийĕн Обществăлла палатăра ĕҫлекенсен ячĕпе Михаил Игнаьева социаллă проектсене пурнăҫа кĕртме пысăк тĕрев панăшăн мухтаса Хисеп грамотине парса чысланă. Халăха экологи ыйтăвĕсене ҫирĕп тишкерме, вĕсене кулленех тĕрĕслевре тытма витĕм кӳнĕшĕн те ырласа хăварнă.

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем патриотизм темипе ҫыхăннă самантсем пирки те канашланă, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса йĕркелесе пыракан мероприятисем пирки те чарăнса тăнă. 

Фоторепортаж



27 декабря 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter