Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей академи наукин ĕҫченĕсене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградипе Тав ҫырăвĕсене парса чысланă

Михаил Игнатьев вручил награды сотрудникам Российской академии наук Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей академи наукин ĕҫченĕсене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградипе Тав ҫырăвĕсене парса чысланă.

Торжествăлла пулăм Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Чăваш Республикин Полномочиллĕ представительствинче иртнĕ.

Чăваш халăхĕн этнологипе историне тĕпчес ĕҫре пысăк ĕҫсем тунăшăн  РАН академикне, РАН Этнологипе антропологи институчĕн наука ертӳҫине Валерий Тишкова, РАН Этнологипе антропологи институчĕн наукăн ĕҫченне Александр Коростелева Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысланă.

 РАН «Халăх тата культура» серин «Чăваш Ен» монографине йĕркеленĕшĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Раҫҫей академи наукин  Этнологипе антропологи институчĕн директорĕн ҫумне Марина Мартыновăна тата РАН Этнологипе антропологи институчĕн тĕп сотрудникне Владимир Зорина, РАН Этнологипе антропологи институчĕн аслă  сотрудникне Людмила Миссоновăна Тав ҫырăвне парса хавхалантарнă.  

Раҫҫей академи наукин академикĕ Валерий Тишков хăйĕн сăмахĕнче «Чăваш Ен» монографи тӳрех халăх хушшинче анлăн сарăлнине, ҫынсем ăна кăмăлласах йышăннине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев монографин ҫĕнĕ экземплярĕсене калăпласа кăларма витĕм кӳме регион хатĕррине хыпарланă. Общество хытă килĕштернине асăннă вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. 

Фоторепортаж



27 декабря 2018
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter