Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Кремльте йĕркелесе ертсе пынă Патшалăх канашĕн анлă ларăвне хутшăннă

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Кремльте йĕркелесе ертсе пынă Патшалăх канашĕн анлă ларăвне хутшăннă. Тĕп тема кун йĕркинчи ыр кăмăллăх юхăмне аталантарасси, коммерциллĕ мар организацисен йышне ӳстересси тата ыттисем те.

Ҫĕршыв Президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче, регион ертӳҫисемсĕр пуҫне ларăва ырă ĕҫ тăвакансем – волонтерсем хутшăннине асăннă.  Сăмах май, 2018 ҫула Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ тесе йышăнса хăварнă пулнă.   «Паллă, волонтерсене витĕм кӳресси кăҫалхи ҫулпа кăна лăпланмĕ, вăл ĕҫе ӳлĕмрен те малалла тăсса пырăпăр.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви 2025-мĕш ҫулччен волонтерсен юхăмне аталантарасси пирки  комплекслă план ҫинчен пăхса хăварнă, унăн аталанăвĕн ҫул-йĕрне палăртса хунă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Владимир Путин. Тĕп кăтартусенчен пĕри – субъектсенче волонтерсен центрĕсене хута яни. РФ 85 регионĕсенчен 70-шĕнче вăл ĕҫе пурнăҫласа та ĕлкĕрнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикинче Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви ҫумĕнче ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарма пулăшакан центр хута янă.   Унăн тĕп тĕллевĕ – социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парасси, ҫамрăксен пушă вăхăчĕсене усăллă ирттерме витĕм кӳресси, ресурссемпе тухăҫлă усă курасси.  

Раҫҫей Правительствин Вице-премьерĕ Татьяна Голикова хăйĕн докладĕнче ырă ĕҫ тăвакансем паянхи пурнăҫ таппинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине каланă.   Вĕсем приоритетлă ыйтусене татса парассинче те ҫав тери пысăк ĕҫсем тунине палăртнă сăмаха малалла тăснă май.  Ҫитес ҫултан пуҫласа, «Вĕренӳ» федерацин наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Социаллă активлăх» федераци проекчĕ пурнăҫланма тытăнать. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – ырă ĕҫ тăвакансен йышне ӳстересси, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне кăтартăва 20 процента ҫити хăпартасси. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пурĕ 1,7 пин ытла ырă ĕҫ тăвакансен пĕрлешĕвĕсем. Тĕрлĕ ҫулсенчи 50 пин ытла ҫын вăл ĕҫе пĕтĕм кăмăлтан хутшăнать. Палăртса хăвармалла, аслă ҫулсенчи ватăсем те хаваспах ҫак ĕҫе хутшăнаҫҫĕ.

Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Волонтерсем тăратнă мĕнпур пуҫаруллă проектсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртме шутланă. Паллă, вĕсем пурте халăх ырлăхĕшĕн. 2019 ҫулта тата та социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫлама плана кĕртнĕ.  Ытларах вĕсем сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳпе, социаллă хӳтлĕх парас ĕҫсемпе ҫыхăнасса ĕненетпĕр», – тенĕ вăл.

Тĕслĕхрен калас пулсан, республика обществăлла организацисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет. «Рыбаков Фонд» хатĕрлекен пуҫаруллă проектсемпе хастар ĕҫлени те куҫкĕретех. Фонд «Равенство возможностей» вĕрентĕве аталантарас ятарлă программăпа ĕҫлет. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕнче Кремльте волонтерсен проекчĕсенчен хатĕрленĕ куравра та вĕсен ĕҫне унта тăратнă.  

Чăваш Енри ырă ĕҫ тăвакансен ĕҫ-хĕлне федераци шайĕнче пысăка хурса хаклаҫҫĕ.  Пирĕн республикăри волонтерсен икĕ проекчĕ Пĕтĕм ҫĕршыври чи лайăх 10 ĕҫ шутне кĕнĕ.  Вĕсенчен пĕри «Тавах сана, эс пурришĕн» ятлă проект, вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ.Тепри вара экологи темипе ҫыхăннă.

Малашне те Чăваш Республикинче волонтерсен юхăмне аталантарассипе ĕҫсем пулса пырасса шантарса каланă Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



28 декабря 2018
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter