Мускавра Ҫĕнĕ ҫул умĕн «Ĕмĕтсене пурнăҫлакан чăрăш» хаваслă акци ирттернĕ

Михаил Игнатьев исполнит новогоднее желание мальчика из НовочебоксарскаРаштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă Патшалăх канашĕн ларăвне хутшăннă. Кремльте Ҫĕнĕ ҫул умĕн  «Ĕмĕтсене пурнăҫлакан чăрăш» хаваслă акци ирттернĕ. Вăл акцине Раҫҫей Федерацийĕн мĕнпур регионсен пуҫлăхĕсем хутшăннă. Кремльти пысăк керменте субъектсен ертӳҫисем хитрелетнĕ чăрăш патне пынă, унта вĕсем вуллисенчен хăйсен кăмăлĕпе, илемлетнĕ шара тытса пăхнă, ачасем ыйтса ҫырнине вуланă.

  Палăртса хăвармалла, чăрăш вуллисене илемлетнĕ шарсем ҫинче ҫĕршыври ачасем хăйсен ĕмĕчĕсем пирки хайласа ыйтса ҫырнă пулнă.  Тăлăхсем, нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекенсем, сусăрсем хăйсен шухăшĕ пирки хыпарланă, чăрăшран ĕмĕтсене пурнăҫланма ыйтнă.   

Михаил Игнатьев чăрăш ҫинчен илнĕ шар ҫинче Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан виҫĕ ҫулхи Трофим Егоров ҫырнă ыйтăва вуланă. Ача массаж тумалли илемлетнĕ хитре сĕтел пирки ĕмĕтленнĕ.  Ҫĕнĕ ҫул ҫитиччен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ачан ĕмĕтне пурнăҫлама шантарнă. Хаваслă кун ҫитессе пурте чăтăмсăррăн кĕтеҫҫĕ.   

Фоторепортаж  



28 декабря 2018
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter