Раҫҫей ФСБ республикăри Управленийĕн ҫĕнĕ ертӳҫĕ

Раштав уйăхĕн  28-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин кадрсен управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ  Сергей Шишкалов Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чăваш Енри управленийӗн ҫĕнĕ ертӳҫипе паллаштарнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путин Указĕпе килĕшӳллĕн малашне ҫак должноҫе Игорь Кобыляченко генерал-майор  йышăнать.

Раҫҫей Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикăри  управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Игорь Владимирович Кобыляченко 1967 ҫулта Чита хулинче ҫуралса ӳснĕ. Хăрушсăрлăх органĕсен службине  вăл   1989 ҫулта ĕҫлеме вырнаҫнă. Чи малтанах Раҫҫей Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Карачай-Черкес Республикинчи управланийӗн пуҫлăхĕ пулса тăрăшнă. Патшалăх наградисем сахал мар. Ҫемьеллӗ, ывăл пур.

Ҫӳлерех асăннă должноҫре маларах Сергей Софронов генерал-майор ĕҫленĕ. Вăл ҫав ӗҫре 2011-мĕш ҫултан пуҫласа вăй хунă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕ-шӳллĕн ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Федерацин хăрушсăрлăх службин урăх должноҫне уйӑрса лартнӑ. 

Михаил Игнатьев Сергей Софронова   ҫынсен тӑнӑҫлӑхӗпе ырлăхĕшĕн чунтан парăнса ĕҫленĕшĕн,  тивӗҫе тухӑҫлӑ тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнăҫланăшăн тав тунă.

Фоторепортаж



28 декабря 2018
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter