Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Трофим Егоров ача ĕмĕчĕ пурнăҫланнă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнине тивĕҫнĕ

Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта Егоровсен ҫемйинче хăнара пулнă.  Кил хуҫи Александр пушар хуралĕн службинче тăрăшать, унăн мăшăрĕ  Екатерина шăл тухтăрĕ пулса вăй хурать.  Туслă ҫемйере виҫĕ ача ҫитĕнет. Кĕҫĕн ывăлĕ Трофим ДЦП аптрать. Кунсерен пĕчĕкскере амăшĕ массаж тăвать.  Паллă, сывлăха ҫирĕплетессипе асăннă мероприятине пурнăҫлама ятарлă сĕтел кирлĕ.  

Егоровсен ҫемйи «Тавах сана, эс пурришĕн» волонтерсен проектне хутшăннă.  Ырă ĕҫ тăвакансем ачана Ҫĕнĕ ҫул парни пирки асамлă чăрăшран парне ыйтма сĕннĕ. Ача хаваспах хăй шухăшне хайласа ҫырнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕ иртнĕ ҫак кунсенче, ун чухне Кремльте  ирттернĕ Ҫĕнĕ ҫул елкинчен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чăрăш вуллинчен ачан ыйтăвне тупса вуланă. Михаил Игнатьев, тӳрех Чăваш Ене каялла таврăнсан, пĕчĕкскерĕн ĕмĕтне пурнăҫлама шут тытнă. Ҫĕнĕ ҫул парнипе Ҫĕнĕ Шупашкара ҫул тытнă.   

«Маларахри кун эпĕ Кремльте пултăм, ун чухне сирĕн ĕмĕт пирки чăрăш вуллинчен илнĕ теттерен вуласа пĕлтĕм. Ăнлантăм, питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине. Куратăп, сирĕн ача валли массаж тумалли сĕтел витĕм кӳрессине. Ачасен ĕмĕчĕсем Ҫĕнĕ ҫул умĕн яланах пурнăҫланмалла», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче туслă ҫемйене ҫывхарса килекен уявсен ячĕпе саламланă май регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев .

«Эпĕ нихăҫан та ĕненмен, ĕмĕтсем пурнăҫа кĕрессине. Пире суйласа илни пурăнма, пурнăҫа юратма хавхалантарать.  Ачан ĕмĕчĕ пурнăҫланчĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кирек-епле ҫемьене те ҫитсе курма пултарасси, ҫĕнĕ ҫулпа саламлассине эпир пĕрре те шанман.  Пире ҫав тери пысăк парне пулчĕ», - тенĕ Екатерина Егорова.

Михаил Игнатьев туслă ҫемйери ҫынсене Ҫĕнĕ ҫулпа  саламланă, пылак ҫимĕҫ парнеленĕ.  

Фоторепортаж



29 декабря 2018
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter