Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществинче пулнă, унта вăл музей уҫнă ҫĕре хутшăннă

Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществинче пулнă, унта вăл музей уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Ятарлă курав ĕҫне экспонатсем йĕркелесе тăратнă. Вĕсен йышĕнче газ тытăмĕнчи сахал мар ĕҫ хучĕсем те пур, газовиксен тата тĕрлĕ строительсен ятарлă хатĕрĕсене те чылай пăхса хăварнă. Кăсăклă фотографисем, тĕрлĕ хатĕрсем ҫав тери ытарлă вырнаҫтарнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин ĕҫченĕсене паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă,  музей халăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă.

«Паллă пулăм республикăра пурăнакансемшĕн лайăх. Ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул умĕн пысăк парне. Сăмах май,  "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа  пурнăҫа кĕртес тесе йĕркеленĕ плансен мероприятийĕсемпе те тӳр килет», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Регионти газ тытăмĕнчи мĕнпур тапхăра сăнарласа парать ҫак музейри хатĕрсем.  Ăнăҫусем сахал мар, паха ĕҫ хучĕсем, сумлă ветерансен пархатарлă ĕҫĕсем пирки вуласа пĕлме те меллĕ.

«Ветерансем, кирек-епле вăхăтра та тăрăшса, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми ĕҫленĕ, паянхи пурнăҫпа тан килĕшсе тăтăр тесе условисем йĕркеленĕ», –  тесе хушса каланă вăл.   

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче газ хуҫалăхĕнче тăрăшакан специалистсем кулленех объектсене хута янине, хăйсен производствисене модернизацилесе пынине каланă. Регионти районсемпе хуласенче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ газ пăрăхĕсене сараҫҫĕ, ĕҫсене пысăк технологисене тĕпе хурса пурнăҫласа пыраҫҫĕ.

Юлашки ҫулсенче пĕтĕмпе ялсенче пурĕ 179 ФАП ҫĕклесе лартнă. 10 культура учрежденине хăпартнă, 15 кинозал уҫнă. Палăртма кăмăллă, вĕсене пурне те кăвак ҫулăмпа тивĕҫтернĕ.

«Пирĕн тĕллев – халăха пурăнма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси.  Эсир пирĕнпе пĕрле граждансен пурнăҫне лайăхлатассипе ырми-канми тăрăшатăр. Хăвăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе пама вăй хуратăр», – тесе хушса каланă  вăл. Ĕҫсене пĕтĕмпех организацийĕн пысăк тавракурăмлă ертӳҫĕпе килĕшсе пĕрне-пĕри хисеплесе ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ĕҫлетĕр тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.  Экспонатсен шучĕ ĕҫчешсем лайăх тăрăшсан тата та нумайланса пырасси, музей фончĕ пуянланасси те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Газпром газораспределение Чебоксары» АО тата «Газпром межрегионгаз Чебоксары» Кияметдин Мифтахутдинов ҫулталăк хушшинче ҫӳлерех асăннă тытăм историйĕ пуян пултăр тесе ĕҫленине уйрăммăн палăртса хăварнă.

Объектсен экспоначĕсене ветерансене халланине асăннă вăл.

«Иcторисĕр пуласлăх пирки калама хĕн. Эпир мĕнпур ҫынсен паха ĕҫ опытне пысăка хурса хаклатпăр.  Ҫутҫанталăк пурлăхне упрас, унăн пуянлăхне тĕпе хурас ыйтусем ялан пĕлтерĕшлĕ.  Историне ăнланса, халăх патне тĕрĕс илсе ҫитерни пуласлăхăн шанчăклă никĕсĕ»,тесе палăртнă Кияметдин Мифтахудинов. Ӳлĕмрен те ушкăн Чăваш Енре газ тытăмĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пытăр тесе тăрăшассине пĕлтернĕ.

Фоторепортаж



29 декабря 2018
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter