Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрист кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Юрист кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 Юрист профессийӗ сумлӑ кӑна мар, унпа пӗрлех питӗ явап­лӑ та. Ҫынсен шӑпи, предприятисемпе организацисен ҫитӗнӗ­вӗ, патшалӑха тытса пырас ӗҫ тухӑҫлӑхӗ, обществӑри право йӗркипе саккунлӑх тата граждансем влаҫ органӗсене шанассин шайӗ ӳсесси ытларах чухне юристсенчен килет.  

Чӑваш Ен юрисчӗсем тӑван ен аталанӑвне, граждансен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗхӗсене тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Республикӑра тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ памалли, халӑхӑн право пӗлӗвне ӳстермелли проектсемпе программӑсене пур­нӑҫлас тӗлӗшпе пысӑк опыт пухнӑ.

Юридици пӗрлӗхӗн ӗҫченӗсем малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа тата яваплӑха туйса тулли вӑй-халпа, кӑмӑл-сипетпе професси этикин йӗркисене пӑхӑнса тата Саккуна парӑнса ӗҫлессине шанса тӑратӑп.

Республикӑри пӗтӗм юриста чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ыр­лӑхпа телей тата мӗнпур пуҫарурах ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                              Михаил Игнатьев



03 декабря 2018
07:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter