Паян планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Амазония» этнокомплекс ыйтăвĕсене уҫăмлатнă

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче яланхиллех Правительство ҫуртĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Ку хутĕнче регион Пуҫлăхĕ калаҫăва «Амазония» этнокомплекс ыйтăвĕнчен пуҫланă.

«Юлашки ҫулсенче Федераци агенствипе хула ертӳлĕхĕ туризм вăй илсе пытăр тесе сахал мар пулăшу уйăрнă ҫак объекта, кăтарту 1 млрд 357 млн ҫитнĕ.  Предпринимательсен те сахал мар укҫа хывмалла пулнă, кашни тенки ҫумне вăтамран 3 тенкĕрен кая мар хушса тăкакланма плана кĕртсе хăварнă, анчах та кăлăхах, кун пек ĕҫ пулман», пăшăрханса каланă республика Пуҫлăхĕ.    

Инфратытăма вăй илтерес тесе, республика Правительстви хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе туллин тивĕҫтернĕ. 2013-мĕш ҫултан пуҫласа 2018-мĕш ҫулччен «Амазония» этнокомплексра электричество, газ, шыв пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ. Унта халĕ условисем питĕ чаплă. Ҫынсене уҫăлса ҫӳреме меллĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ халăх хушшинче сарăлнă хыпара, суту-илӳ объекчĕсем хута яма шут тытнă текен сăмахсене критиклесе илнĕ. Унта нимĕнле нумай хваттерлĕ ҫуртсем те хăпартса лартма плана кĕртмен.  Кун пек шухăшсене кану паркĕн ертӳлĕхĕ хăйсен социаллă сечĕсенче вырнаҫтарнă пулнă. «ТРИгрупп» ТМЯО ĕҫ хутне пăрахăҫланинче эпир нимĕнле чăрмавсем те курмастпăр. Кун пек ҫул-йĕр ытти предпринимательсене явăҫтарма кăна ирĕк парать. Вĕсем планпа пăхса хăварнă объектсен строительство ĕҫĕсене кăна тирпейлесе ҫитерĕҫ», палăртнă шухăша Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Туризм енĕпе пурĕ 8 объект хута яма палана кĕртнĕ пулнă паркра.   Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче «ТРИгрупп» ТМЯО пĕтĕмпе 2013-мĕш ҫултан пуҫласа 872 млн инвестици хывнă, палăртса хунинчен 37 процент ҫеҫ шутланать тенĕ министр.  Палăртмалла, предприниматель планри пĕр объекта та пурнăҫа кĕртмен, хăй ҫине илнĕ яваплăха пурнăҫламанни куҫкĕретех. Хăй вăхăтĕнче, асăннă предприятипе хула администрацийĕ ҫĕрсене аренда шучĕпе илме 35 договора алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă, вĕсем вара 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 17-мĕшĕччен ĕҫленĕ.      Чăваш Енри асăрхавпа тĕрĕслев служби «ТРИгрупп» ТМЯО асăрхаттару тунă, аренда срокĕ тухнă тесе ĕҫ хутне ҫырнă. Ун хыҫҫăн вара хула администрацийĕ те аренда валли ĕҫ хутне пăрахăҫлама, малалла тăсма шанăҫ ҫуккине курнă. Предприниматель хăй вăхăтĕнче плана кĕртнĕ пĕр объекта та пурнăҫлайман, халĕ вара ҫĕрсене хулана каялла тавăрса пама тивет.  

«ТРИгрупп» организаци инвестици хывнине кура, республика Правительстви, Раҫҫей туризм агенстви, хула администрацийĕ витĕм кӳме тăрăшрĕ, кану парĕ илемленчĕ», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков.  «Енчен те предприниматель вăхăтра объектсене пурнăҫа кĕртсе пынă пулсан, эпир пĕрре те ҫĕрсене каялла тавăрман пулнă пулăттăмăр», тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   Малтанхи инвестор халĕ Чăваш Республикин Экономика министерствине ҫырупа ыйтса тухнă, проекта инвестици политикин канашне тăратма сĕннĕ тесе пĕлтернĕ хула администрацийĕн ертӳҫи.    

«Амазония» парка халăх кăмăллать, вăл хула варринче вырнаҫнă. Унăн ҫывăхĕнче  Маутинбайк центрĕ таҫтанах илĕртӳллĕн курăнса ларать.    Ҫуллахи вăхăтра ҫынсене шыва кĕмелли ятарлă вырăн чаплă, унта та халăх чылай ҫӳрет. Вăл объектран тупăш та сахал мар.  

«Парк ҫаплипех тăрса юлать. Ку патшалăх енчен пирĕн позици. Нимĕнле суту-илӳ центрĕсем те пулмĕҫ унта.  Плана кĕртсе хăварнă объектсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртмелле», – ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паян планеркăра оперăпа балет фестивалĕ пирки, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсен хушшинчи Раҫҫей шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă.   Икĕ мероприяти пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, туризма аталантарма витĕм кӳнине каланă Михаил Игнатьев, ҫитес ҫул та ҫак асăннă мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме хушу панă ятарлă министерствăсен представителĕсене.  

Пелме: "Шупашкар Арена" пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çĕршыв кубокĕ иртрĕ. Кавир çинче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, Монголи, Беларуç Республикинчен килнĕ 117 спортсмен тупăшрĕ. Яланхи пекех чи вăйлă кĕрешÿçĕсем ăмăртрĕç: Беларуçири Олимп вăййисен призерĕ Мария Мамашук, Европа чемпинки Ирина Курочкина, Монголири тĕнче чемпионки Церенчимед Сухе тата ыттисем хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăнчĕç.

Чăваш Ен чысне 7 хĕр хÿтĕлерĕ. Вероника Чумиковăпа Алена Тимофеева финала тухрĕç. Иккĕшĕ те кĕмĕл медале тивĕçрĕç.



03 декабря 2018
15:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter