Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Надежда Прокопьевăпа, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркинăпа, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с Советом региональных уполномоченных в Чувашской РеспубликеРаштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче регионти ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа  Надежда Прокопьевăпа, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркинăпа, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаковпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче пĕрлехи ĕҫсем пирки тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указ пирки чарăнса тăнă, ăна пурнăҫа кĕртессипе пирĕнтен кашнин ҫине тăрсах ĕҫлеме кирлине палăртнă.

«Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртес тесен, плана кĕртсе хăварнă мĕнпур мероприятисене туллин пурнăҫламалла.  Саккунсене ҫĕнетсе, вĕсемпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пымалла.  Халăхăн ырă улшăнусене курса ĕненмелле. Вĕсене пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратмалла», – уҫăмлăн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Енри ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăн Надежда Прокопьева хăйĕн сăмахĕнче регионта ĕҫлекен пĕрлешӳсем пĕтĕмпех ҫынсен прависене хӳтĕлеме витĕм кӳнине палăртса хăварнă.    «Сахал мар чăрмав кăларса тăратакан самантсем сиксе тухаҫҫĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ыйтусене вăхăтра татса пама та меллĕ», – уйрăммăн асăнса хăварнă, сăмах май, кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пурĕ вĕсем патне 600 ҫын ыйтса ҫырнине хыпарланă.  Ытларах ҫынсем ҫурт-йĕр, ҫĕр ыйтăвĕсемпе сĕнӳ ыйтнине палăртнă вăл сăмаха тăсса.

Маларахри ҫулсенче халăха пепкесене ача садне вырнаҫтарас, шкул ыйтăвĕсем хумхантарнă пулсан, халĕ ҫемьери пăтăрмахсем канăҫсĕрлетеҫҫĕ тесе пĕлтернĕ регионти ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина.    Алимент ыйтăвĕ те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать тесе асăннă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев парăм пухса янă ашшĕ-амăшĕсен реестрне хатĕрлеме чĕнсе каланă ертӳҫĕсене. «Енчен те ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕсен парăм пур пулсан, вĕсене вăхăтра татса пымалла. Унсăрăн ачасен мĕнле пурăнмалла-ха. Пур пулĕ-ха, хăшĕсем предприниматель ĕҫĕнче вăй хураҫҫĕ, патшалăх тĕревне илсе тăраҫҫĕ, анчах та хăйсен ачисемшĕн парăмсене вăхăтра татса пымаҫҫĕ. Кун пек тĕслĕхсене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, явап тыттармалла», – асăрхаттарса каланă регион Пуҫлăхĕ.

Ачасен прависене хӳтĕлекен нумай ачаллă ҫемьесене тĕрев парассипе ҫыхăннă ыйту пирки чарăнса тăнă, йĕркене ҫирĕп пăхса тухма сĕннĕ. Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем ачасен ытти ҫăмăллăхĕсем ҫинчен те калаҫу хускатнă.

Республикăри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков регионта инвесторсене валли патшалăх енчен ҫăмăллăхсем чылай кĕртнине каланă, Чăваш Енре те ятарлă ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнине асăннă вăл.  Пирĕн региона ытларах та ытларах инвесторсене явăҫтарассишĕн ĕҫлемеллине, вĕсене тĕрлĕ паха условисем йĕркелесе тăратасси те актуаллă тесе сăмаха тăснă регион Пуҫлăхĕ. Александр Рыбаков налукпа ҫыхăннă самантсем ҫинчен каланă, сахал мар тĕрев пур тесе палăртнă вăл.

Регион Пуҫлăхĕ «сăрă» схемăсемпе ĕҫлесе пыракан предпринимательсем ҫинчен чарăнса тăнă, вĕсене ҫирĕп асăрхаса тăма хушнă пурне те.  Патшалăх пулăшу предпринимательсене куҫарса парать пулсан, вĕсен регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшмалла тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев. Калаҫу вăхăтĕнче  укҫа енчен пухăннă парăм пур предпринимательсем пирки те сăмахланă, вĕсене ҫирĕп йĕркепе тӳлеттерсе пыма сĕннĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи калаҫăва хутшăннă ертӳҫĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, регионта пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа саккунсене пăхăнса ĕҫленĕшĕн мухтанă.  

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, ӳлĕмрен те йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене пĕр-пĕринпе килĕшсе вăхăтра тата пама пĕлмелле, халăхăн интересĕсене хӳтĕлесси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри тенĕ сăмаха ҫавăрса.  

Фоторепортаж



03 декабря 2018
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter