Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни ҫул Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухать, ăна хатĕрлес ĕҫ пуҫланнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни ҫулах Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухать. Ăна хатĕрлес ĕҫ пуҫланнă.  Яланхиллех ĕҫ хутĕнче Чăваш Ен Правительствин тĕп тӗллевӗсене палăртаҫҫĕ, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен аталану ҫул-йĕрне пăхса тухĕҫ, предприятисемпе организацисен пуласлăх тĕллевĕсене шута илĕҫ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Ҫырăвне, паллах, халăхăн шухăш-кăмăлне, общество орга­низацийӗсен сĕнĕвĕсене тата ытти граждан обществисен инситучĕсен пуҫарăвĕсене тĕпе хурса йĕркелĕҫ.

Чи малтан мĕнпур ĕҫлĕ плана халăхăн пурнăҫ условийĕсен шайне лайăхлатма пăхса хăварĕҫ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕн хăш ыйтусем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалли те кун йĕркинчех тăрать.  Эсир Ҫырăва мĕн кĕртсе хăварма сĕннĕ пулăттăр? Сирĕн шутпа ҫынсен пурнăҫне лайăхлатас тесен чи малтан мĕн тумалла? Ҫак е ытти ыйтусемпе сӗнӳсем пама пултаратăр.

Мĕнпур сĕнӳсене ҫак адреспа йышăнаҫҫĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш ҫурт, e-mail: analit1@cap.ru (унта «Ҫыру валли» тесе паллă туса хăвармалла).  



03 декабря 2018
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter