Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕпе салам янă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раҫҫей Федерацийĕн Президентĕнчен  Владимир Путинран Ҫĕнĕ ҫулпа тата Раштав уявĕпе саламлани килсе ҫитнĕ.

«Ҫак уявсем пуриншĕн те ҫутă.  Пире вӗсем пурсăмăра та кил ăшшине аса илтереҫҫĕ. Тăвансемпе, юлташсемпе, ҫывăх ҫынсемпе пĕрле хутшăнса пĕтĕм кăмăлтан калаҫма витĕм кӳреҫҫĕ. Ҫĕнĕ ҫул яланах ырӑ улшӑнусем пулса иртессине тата мӗнпур ӗмӗт пурнӑҫланассине ӗненме шанӑҫ пиллет. Ҫĕнĕ 2019 ҫул пурне те ыррине ҫеҫ парнелетĕр, ăнăҫлă пултăр.  Пурин валли те мирлĕ пурнăҫ, ырлăх-сывлăх, килӗшӳлӗх илсе килтĕр», тенĕ саламра.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев регион Пуҫлăхне ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул уявĕсемпе саламланă: «Пире пурсăмăра та Раҫҫее вăйлă, хальхи вӑхӑтпа тан утакан ҫĕршыв тума тăрăшас туйăм пĕрлештерсе тăрать.   Шанатăп, пĕрле килĕштерсе ĕҫлесен, палăртнă плансем пурнăҫа кĕреҫҫех. Шухӑшласа хунӑ мӗнпур ӗмӗт пурнӑҫлантӑр тата пӗтӗм ырӑ пуҫарурах ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳ пирӗнпе юнашар пулччӑр!  2019 ҫул ырă улшăнусем илсе килессе ĕненетĕп», тенĕ салам ҫырăвĕнче.

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко хăйĕн саламне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне янă. Телеграммăра ҫапла ҫырнă: «Ҫĕнĕ ҫул хĕллехи тĕлĕнмелле чаплă та хитре уяв. Вăл хăйне евĕр ăшăлăх, ҫутă ĕмĕтсем илсе килет. Ҫак вӑхӑтра эпир малашнехи тĕллевсене палăртатпăр, иртнине пĕтĕмлететпӗр. Ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул Сирĕн  ҫемьене ырă улшăнусем тата савăнăҫ парнелетĕр, килĕшӳпе ăнланулăх, ырлăх-сывлăх илсе килтĕр!», – тесе шăрҫаланă салам теллеграмминче.

Ҫĕнĕ ҫул ячӗпе тата ҫутă Раштав уявĕпе Чăваш Ен Пуҫлăхне, регионта пурăнакансене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров саламланă, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу суннă.  

Салам телеграммисем РФ Федераци Канашĕн ытти пайташĕсенчен те, РФ Патшалăх Думин депутачĕсенчен, федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ орга­нĕсен, федераци службисен регионти уйрăмсен ертӳҫисенчен, район тата хула администрацисен пуҫлăхĕсенчен, ахаль халăхран йышлăн килсе тăраҫҫĕ, пурте вĕсем пĕтĕм чунтан ҫирӗп сывлӑх, савӑнӑҫ сунаҫҫĕ.       



31 декабря 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter