Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2019 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире пурне те Ҫӗнӗ 2019 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе ӑшшӑн саламлатӑп!

Ҫак уявсем кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Вӗсем пире ҫӗнӗ ӗмӗтсем парнелеҫҫӗ, ырра тата малашлӑха шанма вӗрентеҫҫӗ.

Чӑваш Республикишӗн 2018 ҫул аталану ҫулталӑкӗ пулчӗ. Пирӗн пӗрлехи ырми-канми ӗҫпе хастарлӑха тата пуҫарулӑха пула Чӑваш Ен ҫирӗппӗн малалла аталанать. Эпир республикӑра пурӑнма, ӗҫлеме тата ачасене тӗрӗс ҫитӗнтерме лайӑх майсем тӑвас тӗлӗшпе нумай ӗҫлерӗмӗр: ача сачӗсемпе шкулсем,  фельдшерпа акушер пункчӗсем, культура тата спорт объекчӗсем, ҫӗнӗ производствӑсем уҫрӑмӑр, ҫул-йӗр хыврӑмӑр.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Тӑван республика аталанӑвне паха тӳпе хывнӑшӑн сире пурне те пысӑк тав.

Эпир пурте яланхи пекех пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлени, пирӗн пӗрлӗхри вӑй ҫитӗнӳсене татах та ӳстерсе пыма пулӑшса пырӗҫ.

Сирĕн килĕрсенче яланах ача-пăча кулли янăратăр!

Пурне те пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу тата савӑнӑҫ сунатӑп.

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире, туссем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Михаил Игнатьев



31 декабря 2018
07:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter