Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Севастополь хулинче пурăнакан паллă ентешпе Аполлон Петровпа тĕл пулнă

Глава Чувашии встретился с другом и сослуживцем контр-адмирала Михаила Бочкарева, в честь которого установлена памятная доска в г. СевастополеРаштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Севастополь хулинче пурăнакан ентешсемпе тĕл пулнă. Палăртмалла, вĕсем вăл хулана  Чăваш Республикинчен куҫса кайнă хăй вăхăтĕнче. Аполлон Петров Хура тинĕс флочĕн офицерĕ.  Паян вăл Чăваш Ене тăванĕсене курма килсе ҫитнĕ.  Паллă ентешĕмĕр Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Нумай ҫулсем хушши Хура тинĕс флотĕнче Чăваш Енĕн паллă ҫыннипе Бочкарев Михаил Павловичпа контр-адмиралпа, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕпе, нумай кĕнекесен авторĕпе, общество деятелĕпе ĕҫленĕ.   

Аса илтеретпĕр, ĕнер Севастополь хулинче Михаил Бочкарева палăртса асăну хăмине уҫнă. Ҫак пуҫарăва Севастополь хулинчи Чăваш Енĕн наци культурин пĕрлешĕвĕ тăратнă. Ыттисем те хапăл тусах йышăннă палăртнă сĕнĕве. Вăрҫă ветеранĕсем, ĕҫ ветеранĕсем, право хуралĕнче тăрăшакансем пурте пĕр сасăллă пулнă. Вĕсемпе пĕрле Аполлон Петров та мероприятине хутшăннă.   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Михаил Бочкарева ырăпа яланах асăннине, Тăван ҫĕршыва хӳтĕленĕ хастар ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх пулса тăнине каланă.  Михаил Игнатьев Севастополь Кĕпĕрнатăрне Дмитрий Овсянникова, хула Правительствине, Хура тинĕс флочĕн ертӳлĕхне ҫакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Пирĕн ентешĕмĕре сума сунни пурсăмăра та хавхалантарса тăрать тенĕ сăмаха тăсса. Тĕлпулу вăхăтĕнче паян Аполон Петров хăйĕн ҫывăх юлташĕ пирки хăш-пĕр самантсене аса илсе хăварнă. «Ăна Севастополь ҫыннисем питĕ лайăх астуса тăраҫҫĕ. Ҫав тери хăватлă та ăста ертӳҫĕ. Кирек епле ыйтăва та тивĕҫлĕ шайра татса панă. Ветерансен организацине ҫирĕп йĕркелесе ертсе пынă. Тăван ҫĕршыва чунтан парăннă гражданин», – тесе каланă вăл. «Ҫитĕнекен ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче ентешĕмĕр. Унăн историне пурин те пĕлмелле, ăна ялан асра тытмалла», – тесе чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.   Калаҫу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев сумлă хăнана Аполлон Петрова паян тав тунă, 79 ҫулта пулсан та, Хура тинĕс флотĕнче специалист-инженер пулса вăй хунине уйрăммăн палăртса каланă. «Пархатарлă ĕҫ тăватăр, Сире хисеплени куҫкĕретех, паха специалист пулнă май, халĕ те ĕҫре кирлĕ ҫын пулса шутланса тăратăр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Палăртса хăваратпăр, Аполлон Петровăн икĕ ывăлĕ те ашшĕн ҫул-йĕрĕпе кайнă, Хура тинĕс флотĕнче тăрăшаҫҫĕ,  Алексей Петров тата Василий Петров чи лайăх штурмансем шутланаҫҫĕ.

«Мăнаҫланатпăр эпир хамăрăн ентешсемпе. Сире курма яланах хавас. Тăван ҫĕршывшăн тивĕҫлĕ ывăлсем пăхса ҫитĕнтерсе ура ҫине тăратнă», – каланă Михаил Игнатьев, сăмах май ҫитес ҫул Республика кунне уявлама хăнасене йыхравланă.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче сумлă хăна Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн мухтанă.  Регионта ҫав тери хитре пулнине, Чăваш Республикин сăн-сăпачĕ, социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ чăнласах та ырă енне улшăнса пынине ҫирĕплетнĕ. Ялсенче калама ҫук  ҫав тери условисем пурăнма лайăххине палăртнă вăл.   Ҫамрăк ăрăва хисеплени, вĕсене аталанса пыма тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă хăна.  Шкулсене ҫĕнетни, инфратытăма вăйлатни пуласăха хăватлантарма май парать тенĕ ентешĕмĕр. «Шанатпăр, чаплă шкулсенчен вĕренсе тухакансенчен тата та паллă адмиралсем, генералсем, паха специалистсем пуласса, Раҫҫейĕн тивĕҫлĕ гражданинĕсем ҫитĕнессе», –  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.      

Фоторепортаж



04 декабря 2018
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter