Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Шупашкар хулинчи транспорт реформи

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Шупашкар хулинчи транспорт реформи.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Чăваш Ен тĕп хулинче 2018 ҫулта  раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа транспорт реформи пуҫланнă тесе хыпарланă. Тĕп тĕллевсенчен пĕри – пĕчĕк калăпăшлă автобуссен йышне чакарасси, ҫулсем ҫинче пулакан инкексен шутне пĕчĕклетесси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Пысăк автобуссем ҫула тухни, ҫынсемшĕн питĕ меллĕ, унта харăсах нумайăн вырнаҫса ҫитес ҫĕре ҫитме пулать.  Енчен те палăртса хунă ĕҫсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫа кĕрсе пырсан, пĕчĕк автобуссен шучĕ хулара 30 процента ҫити чакасси куҫкĕретех пулĕ.  Пĕтĕмпе Шупашкарта пĕчĕк транспортсем – 89,  вăтаммисем – 194, пысăккисем вара 11 пуласси паллă.   Муниципалитет шайĕнчи ĕҫ хутне пурнăҫа кĕртес тĕллевпе, хулара транспортсемпе ҫӳреме ирĕк паракан 8 ҫула валли аукционсем палăртнă. 24 маршрутран 19-шĕпе ҫĕнтерӳҫĕсем пур, тепĕр 5-шĕпе хальлĕхе конкурс ĕҫĕ малалла пырать.

Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков пассажирсене куллен илсе ҫӳретме раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14 маршрутпа контрактсене алă пусса ҫирĕпленĕ тенĕ. Пĕр маршрут юлнă, унпа та контракта алă пусса ҫирĕплетес ĕҫ вĕҫленсе пырать тесе хыпарланă ертӳҫĕ. Тепĕр 4 маршрутпа ҫӳремелли ĕҫ хучĕпе ҫĕнтерӳҫĕсем килĕшмен, «Коммерческие маршрутные перевозки» ТМЯО тата «Речпорт-Авто» ТМЯО контракта хирĕҫленĕ.  Пуҫлăх вăл организацисене яваплăха туйса ĕҫлеменнисен реестрне кĕртме сĕннĕ.

Палăртса хăваратпăр, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пурĕ  автобус маршручĕсем – 25 уҫнă, вĕсенчен 10-шĕпе кулленех тирпейлĕ ĕҫлесе пыраҫҫĕ, 14-шĕпе вăхăтлăха ҫеҫ тата тепринпе килĕшӳ хутне 2019 ҫул ҫу уйăхĕччен алă пусса ҫирĕплетнĕ.   Калăпăр, «Крокус-Авто» ТМЯО ҫулталăк вĕҫлениччен вăтам класлă 50 ҫĕнĕ автобус туянма тĕллев лартнă. Конкурсра ҫĕнтеренкенсенчен тепри – «Авто-Экспресс-4» ТМЯО.  Вăл предприяти ҫинче пурĕ 112 транспорт шутланса тăрать.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту унăн – водительсем ҫителĕксĕр пулни. Палăртса хăвармалла вăл организацире регионти ҫынсем сахал мар ĕҫлеҫҫĕ, вĕсен шучĕ 110, ыттисем вара Санкт-Петербургран, Волгоградран. Пĕтĕмпе хальхи вăхăтра тепĕр 250 ҫын кирлĕ палăртнă организацине.  Ертӳҫĕ ыйтăва раштав уйăхĕн 12-мĕшĕччен пĕтĕмпех татса пама палăртать. Алексей Ладыков ырă пулăм пирки чарăнса тăнă, транспорт реформи аякка тухса кайса ĕҫлекенсене хулана каялла тавăрма май панине асăннă. Хăшĕсем нумай ҫул Мускавра ҫӳренĕ пулсан, халĕ вĕсем тăван тăрăха каялла таврăнма кăмăл тунă тенĕ ертӳҫĕ сăмаха тăсса. «Чувашавтотранс» ГУП ĕҫсĕр тăрса юлнă ҫынсем сахал мар. Вĕсене вырнаҫтарма май ҫук-ши  вара тесе каланă регион Ертӳҫи. Транспорт министрĕ Владимир Иванов унта ĕҫлекен халăх ҫĕнĕ ҫĕре ĕҫлеме куҫасшăн мар, вĕсем ҫулталăк вĕҫленсен, пособи пама пултарасса шанаҫҫĕ тенĕ вăл.

Кăҫал Чăвашавтотрансра ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ пулнă авăн уйăхĕнче. Ун чухне те тĕплĕн каласа ăнлантарнă мĕнпур ыйтусене, предприятире тăрăшакансене урăх ĕҫе куҫма сĕнӳ панă тесе хыпарланă ертӳҫĕсем.  Анчах кăлăхах, ĕҫ вырăнтан тапранман. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫапларах каланă, пысăк укҫа шыраса ҫӳрекенсем пачах та ĕҫсĕр тăрса юлма пултарас хăрушлăх пур тенĕ.  Апла пулсан, кăлтăксем сиксе ан тухччĕр тесен, тепĕр хут предприятире тăрăшакансемпе ăнлантару ĕҫне йĕркелесе памалла тесе хушса каланă республика Пуҫлăхĕ. Ӳлĕмрен ҫĕнĕ автобуссенче условисем чаплă пулĕҫ, кондукторсем кирлĕ мар, пĕтĕмпех транспорт хăй ҫирĕп йĕркепе ҫынсене тĕрĕслесе пырĕ.

Раштав уйăхĕнчен пурнăҫа кĕнĕ ҫĕнĕ реформа халăха питех ăнланмалла пулман. Автобуссене малти алăкран кĕмелли йĕркене юнкунччен пăрахăҫланă.  Кун пек вăхăтлăх йышăну ҫынсене  автобуссем ҫине ларма хăнăхма пулăшать тенĕ министр Владимир Иванов.  Вăл сăмах май, транспортпа ҫӳреме ирĕк паракан билетсем пирки чарăнса тăнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене ҫулталăкра татса памалла тенĕ. Министр PayPass тытăмĕпе ЕТК терминал ҫинчен сăмахланă.    «Транспорт реформи хулара пурнăҫа кĕме пуҫланă. Паллах, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан самантсем те пулĕҫ. Ҫĕнĕ условисене вĕренсе пымалла», – сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Владимир Иванов.   

«Пĕрремĕш кунранах халăх кăмăлсăрланни курăнчĕ.  Ҫителĕклĕ таран хыпарсене ҫынсем патне илсе ҫитерменни куҫкĕретех», –  кăмăлсăрланса пĕлтернĕ хăй шухăшне регион Ертӳҫи.

Хальхи вăхăтра хĕрӳ лини ĕҫлет, buscheb.ru сайтра, ҫĕнĕ онлайн-сервис bus.chebtelekom.ru пайсенче тата «Умный транспорт» приложенире те ҫырса пĕлтерме пулать ҫитменлĕхсем пирки.

«Мĕнпур хуласенче ҫакăн евĕр ҫĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраҫҫĕ. Хăнăхмалла ҫынсен. Кĕске вăхăт 3 минут хушши интервалпа автобуссене илсе ҫӳретме  май ҫук, тепĕр тесен, предпринимательсем пĕтĕмпех тарса пĕтĕҫ, кун пек хăрушлăх та сиксе тухма пултарĕ»,  – хăй шухăшне каланă Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Александр Николаев ҫапларах каланă, чăнласах та халăх хулара кăмăллă мар ҫĕнĕлĕхсемпе, апла пулсан ҫителĕксĕр пĕлтерӳсем илсе ҫитернĕ граждансем патне хула администрацийĕ тесе ҫирĕплетнĕ сăмаха.  Ыйтăва ятарлă службăсемпе пĕрле тĕрĕслевре тытма сĕннĕ сăмаха малалла тăснă май, ĕҫе хулари депутатсене явăҫтарсан та питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тесе хушса каланă.

Кăҫал раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пĕтĕмпе муниципалитетсенчи 22 маршрута пăрахăҫланă, вăл маршрутсемпе халăх вăрах ҫӳремен.  

Министр 2019 ҫулта техника паркĕ кулленех ҫĕнелсе пырассине хыпарланă.  Апла пулсан, халăх валли ырă ылмашусем пуласси куҫкĕретех.   



04 декабря 2018
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter